Конференци пуҫламӑшӗнчех Олег Николаев республикӑн пӗлтӗрхи ӗҫ кӑтартӑвӗсене уҫӑмлатрӗ. Малтанах иртнӗ 6 ҫулта Чӑваш Ен хыснине кӗрекен тупӑш 2 хут ҫурӑ ӳснине палӑртмалла. Налукран кӗнӗ тупӑш виҫи те иртнӗ ҫул 163 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, пӗтӗмӗшле хыснана 12 процент ытларах укҫа кӗнӗ. Республикӑра 5 культура ҫурчӗ, ҫӗнӗ йышши 12 библиотека, 3 шкул хута янӑ.
Муниципалитетсенче 570 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫулсене юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫавах та лару-тӑру ялсенче йывӑр. Хальлӗхе вӗсенчи ҫулсен 42 проценчӗ ҫеҫ нормӑна тивӗҫтерет. Ку ыйтӑва халӗ ытларах тимлӗх тунине каларӗ пуҫлӑх. Ял хуҫалӑхӗнче вара пысӑк ҫитӗнӳсене палӑртмалла. Республикӑра тыр-пул пухса кӗртессипе тата выльӑх ӗрчетессипе, ҫавӑн пекех сӗт сӑвассипе рекордсем ҫапнӑ тесен те юрать. Чӑх фермисенчен 550 миллион ҫӑмарта илнӗ. Хӑш-пӗр ӗҫре йывӑрлӑхсем те пур.
Сӑмах май, Шӑхасанпа Муркашра капиталлӑ строительство объекчӗсене вӑхӑтра туса пӗтерменрен патшалӑх паракан 6 миллиард тенке усӑ курайман. Ку ыйтӑва ҫитес вӑхӑтра татса памалла, ҫӗнӗ ҫуртсем кӗҫех хута кайӗҫ. Чӑваш Енре халӗ каяшсене тасатакан 3 станци тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Комсомольски, Улатӑр тата Вӑрнар тӑрӑхӗнче 3 ҫӗнӗ шкул хута каймалла. Экономика ӳсӗмӗнче трактор завочӗн тивӗҫне те палӑртмалла. Предприяти майпен ҫирӗпленсех пырать. Спорт аталанӑвӗнче те ӳсӗмсем курӑмлӑ. Чӑваш Енре кашни ҫулах ҫӗршыв шайӗнче ӑмӑртусем йӗркелесе ирттерме май паракан хӑтлӑ керменсем хута каяҫҫӗ. Тумалли вара нумай-ха.
Муниципалитетсенчи больницӑсене пӗрлештересси пирки те калаҫу ҫивӗч пулчӗ. Олег Николаев сӑмахӗпе, ку хӑюллӑ утӑм сиплев ҫурчӗсене ҫӗнӗлле ӗҫлеме ҫеҫ хистет. Ҫитес вӑхӑтра вӗсем хальхи йышши хатӗрсемпе пуянланмалла. Ҫакӑ тухтӑрсен ӗҫне ансатлатнипе пӗрлех сипленекенсемшӗн те пысӑк ҫӑмӑллӑх пулмалла, терӗ. "Елчӗк Ен" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Елена Петрова пуҫлӑхран "Аслӑ Таяпа хулашӗ" историллӗ вырӑнта туризм комплексӗ йӗркелесси пирки сӑмах хускатрӗ.
Шупашкара М-7 трассӑран пӑрӑнса кӗмелли ҫулсене кирлӗ пек йӗркелесси пирки те, хулари пӗчӗк районсене кӗрсе тухмалли ҫулсене хӑтлӑлатасси тавра та калаҫу тухӑҫлӑ пулчӗ.Тӗп хулари Ҫӗнтерӳ паркне ҫӗнетме палӑртни те халӑхшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Кӑҫал унта ҫар операцийӗн салтакӗсене халалласа ҫӗнӗ палӑк вырнаҫтармалла. Ҫӗршыва ҫапӑҫу хирӗнче хӳтӗлекенсене патшалӑх ӗҫне явӑҫтарас ӗҫ те кал-кал пырать.
Тепӗр ҫивӗч ыйту - республикӑра тӑван чӗлхене тӗплӗн вӗрентекен шкулсем кирли.
Республикӑра кӑҫал "Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ" тесе йышӑннӑ. Ҫавна май Чӑваш Енре 70 ытла анлӑ ӗҫ-пуҫ ирттермелле. Ҫавӑн пекех ентешсем йышлӑ пурӑнакан ытти тӑрӑхри ӗҫе те хастартарах хутшӑнма палӑртнӑ. Халӑхсем пӗрле чухне тӑван тӑрӑх аталанса, кунран-кун илемленсе пырасса шанатпӗр, терӗ Республика Пуҫлӑхӗ.
Алексей Енейкин, Виктор Степанов, Андрей Шоклев