Регион управленийӗн центрӗнче кӑҫалхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗҫ 

Республикӑра пурӑнакансене мӗн пӑшӑрхантарать, мӗнле йывӑрлӑхсем пур вӗсен? Ҫакна регион управленийӗн центрӗ пӗлсе тӑрать. Кӑҫал ӑна туса хунӑранпа ҫулталӑк ҫитрӗ. 

Социаллӑ тытӑмсенче хӑварнӑ, патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталне ярса панӑ ыйтусене тишкерсе регион управленийӗн центрӗнчи специалистсем вӗсене яваплӑ ведомствӑсене ҫитереҫҫӗ. Хуравпа часах тивӗҫтереҫҫӗ, ҫапах та ку е вӑл ҫивӗч ыйтӑва ҫийӗнчех татса пама май ҫук - вӑхӑт кирлӗ, теҫҫӗ вӗсем. Калӑпӑр, тӗрлӗ районта пурӑнакансем ҫине-ҫинех кӑҫал пӗр нуша - ӗҫмелли шывсӑр юлни пирки пӗлтернӗ. Ҫынсен ыйтӑвӗсене тимлӗхсӗр хӑварманни паха. Ҫакӑн усси куҫкӗретех. Регион управленийӗн центрӗ ҫӗнӗ ҫулта та халӑхпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме шантарать. 

Екатерина Фомина, Сергей Петров