Олег Николаевшӑн ку иккӗмӗш инаугураци пулчӗ. Оперӑпа балет театрне ҫын йышлӑ пухӑнчӗ. Церемоние Раҫҫей Патшалӑх Думин тата Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене, сенаторсене, влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсене, предприяти-организаци ертӳҫисене, обществӑлла пӗрлешӳсен хастарӗсене йыхравланӑ. Зала Раҫҫей, Чӑваш Республикин ялавӗсене тата Конституцийӗсене илсе кӗчӗҫ.
Унтан регионти суйлав комиссийӗн ертӳҫи Геннадий Фёдоров сӑмах илчӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 12, 13, 14-мӗшӗсенче иртнӗ суйлав пысӑк шайра тата уҫӑмлӑ иртнине палӑртрӗ. Олег Николаевшӑн 355 пин те 975 ҫын сасӑланӑ, ку - суйлава хутшӑннисен 67 проценчӗ. Тинех чи хумхануллӑ самант - тупа туни. Вӑл икӗ чӗлхепе - чӑвашла тата вырӑсла янӑрарӗ.
Тупа тунӑ хыҫҫӑн Олег Николаев Чӑваш Ен конституцийӗпе килӗшӳллӗн пӗрремӗш указа алӑ пусрӗ. Вӑл Республика Пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнни пирки. Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов Олег Алексеевича регион ертӳҫи пулнине ҫирӗплетекен паллӑ ҫакса ячӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн пуканне йышӑннӑ ятпа Олег Николаева Раҫҫей Президенчӗн Атӑл тӑрӑхӗнчи федераци округӗн полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров саламларӗ. Вӑл Чӑваш Республики аталанса пынине палӑртрӗ. Ҫакна макроэкономика кӑтартӑвӗсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Кӑҫалхи 8 уйӑхра, сӑмахран, промышленноҫ, ял хуҫалӑх производствин индексӗсем ӳснӗ. Инаугурацие хутшӑннӑ ытти хӑнасем те иртнӗ 5 ҫулти ӗҫе хакланӑ май, малашлӑхран та лайӑххине кӑна кӗтетпӗр, терӗҫ.
Олег Николаев республика ҫыннисене хӑйне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пулма суйланӑшӑн тав турӗ. Ӗҫӗ нумай, тӗллевсене социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн программинче ҫирӗплетнӗ. - Пӗрле тӑрӑшса ӗҫлесен вӗсене пурнӑҫа кӗртӗпӗрех, - терӗ Олег Николаев.
Екатерина Фомина, Вадим Владимиров