Ертсе пыракана, комитет пуçлăхĕсене суйларĕç

Патшалăх Канашĕн 7-мĕш созывĕн депутачĕсем пĕрремĕш сессие пухăнчĕç. Аса илтеретĕп, вĕсене республикăра пурăнакансем Пĕрлехи сасăлав кунĕ, авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче суйларӗҫ.

Патшалӑх Канашӗнчи 44 депутатран 30-шӗ "Единая Россия" партирен. КПРФ партин 7 вырăн. Парламентри 4 депутат «Справедливая Россия – за правду» партирен. ЛДПР, «Новые люди», Пенсионерсен партийӗсен пӗрер мандат. Сӑмах май, депутат пуканӗшӗн 10 парти кандидачӗсем кӗрешнӗ. Патшалӑх Канашне ертсе пыма Леонид Черкесова суйларӗҫ. 44 депутатран 42-шӗ уншӑн сасӑларӗ. Ҫавӑн пекех председатель пуканӗ ҫине ларас текенсен йышӗнче Александр Андреевпа Константин Степанов пулчӗҫ. 

 

Екатерина Фомина, Вадим Владимиров