Ҫурт-йӗр тата ҫӗр, вӗренӳ тытӑмӗнчи ыйтусем

Етӗрне тӑрӑхӗнче пурӑнакансен канашламалли самантсем самай пухӑннӑ. Вӗсене Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева йышӑнчӗ.

Хулари Ҫӗнтерӳ 30 ҫул тултарнине халалланӑ урамри 7 - мӗш ҫуртра пурӑнакансем депутат патне ушкӑнпах килнӗ. 2017-мӗш ҫулта вӗсен пӳртне юхӑннӑ тесе йышӑннӑ. Ҫынсем нумай ҫул ӗнтӗ нушаллӑ майсенче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсене хӑтлӑ кӗтеспе хӑҫан тивӗҫтересси питӗ кӑсӑклантарать.

Алла Салаева палӑртнӑ тӑрӑх, пурӑнма юрӑхсӑр ҫуртсенчен куҫарасси - ҫивӗч ыйту. Етӗрне тӑрӑхӗнче ҫакнашкал 16 пӳрт. Малтанах ҫӗр лаптӑкӗсем суйламалла, строительство компанийӗсене палӑртмалла, унтан проект документацине хатӗрлемелле. Ҫавӑнпа та 3-4 ҫул иртет, терӗ депутат. Тата сахал мар кӗтмелле пулать пулин те, ыйту татӑласси етӗрнесене шанӑҫ пачӗ. Кӑкшӑм ялӗнче пурӑнакан Николай Павлова вара йышӑнӑва вӗренӳ теми илсе ҫитернӗ. Вӑл ачасене Палтайри вӑтам шкула автобуспа турттарать. Водителе транспорт валли гараж ҫукки пӑшӑрхантарать.

Етӗрне муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Можаев ку ыйтӑва вырӑна ҫитсе тӗпчеме шантарчӗ. Унсӑр пуҫне Палтайри шкулӑн тӑрри шӑтни те шутлаттарать. "Виҫӗ ҫул шыв анать, саплани пулӑшма пӑрахрӗ. Вӗренекенсем сахал пулнипе 2027-мӗш ҫулта шкула хупма йышӑннӑ пулин те юхӑнтарса ярас марччӗ", - тет Николай Павлов. Алла Салаева ҫурт малашне пушӑ ан лартӑр тесен унта мӗн тума пулнине халӑхпа шутламаллине каларӗ. Тӗл пулура пурӗ 10 ытла тӗрлӗ ыйту хускатрӗҫ. Патшлӑх Думин депутачӗ кашнинпе тивӗҫлӗ йышӑну пуласса шаннине палӑртрӗ.

Диана Сафонова, Виктор Степанов