Сасӑлав виҫӗ куна тӑсӑлӗ - авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшччен. Участоксем ирхи 8 сехетрен пуҫласа каҫхи 8-ччен уҫӑ пулӗҫ. Чӑваш Енӗн суйлав комиссийӗ республикӑра пурӑнакансене сасӑлавӑн тапхӑрӗсем пирки пӗлтерсех тӑрӗ. Тӗплӗнрех хыпар суйлав комиссийӗн сайтӗнче тупма пулать.
Елена Дмитриева, Денис Афанасьев








