Патшалӑх Канашӗн 8-мӗш созывӗнчи 44 депутатран 19-шӗ - ҫӗнӗ ятсем. 34 ҫын - "Единая Россия" партирен, 4-шӗ - коммунистсем, 2-шер мандат "Новые люди" тата "Справедливая Россия" партисем ҫӗнсе илнӗ, "ЛДПР" тата пенсионерсен партийӗсем - пӗрер. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем иккӗн: Юрий Богданов тата Игорь Романов. Патшалӑх Канашӗн ертӳҫине электронлӑ майпа вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе палӑртрӗҫ. Председателе виҫӗ кандидатран суйларӗҫ. Депутатсенчен ытларахӑшӗ Леонид Черкесовшӑн сасӑларӗ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн унчченхи созывне те вӑлах ертсе пынӑ. Ӗҫтешӗсене Леонид Ильич хӑйне шаннӑшӑн тав турӗ. Депутатсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та саламларӗ.
Пӗрремӗш сессире комитетсен йышӗсене те палӑртрӗҫ. Халӗ вӗсем - улттӑ. Гражданла оборона, тӗрлӗ ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ ветерансен, патриотла воспитанипе ҫамрӑксен политикин ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитет пуҫласа йӗркеленет.
Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗн пуканӗсене Виктор Горбуновпа Александр Кузнецов йышӑнчӗҫ. Ҫывӑх вӑхӑтра ҫитес виҫӗ ҫулхи республика бюджечӗ пирки калакан саккун проектне пӑхса тухмалла пулать. - Суйлавҫӑсен шанӑҫне эпир тӳрре кӑларма хатӗр, - терӗҫ депутатсем.
Федераци Канашӗнче Чӑваш Ен Парламентӗнчен унчченхи пекех Николай Владимиров ӗҫлӗ.
Екатерина Фомина, Николай Скворцов








