Ачаллӑ ҫемьесене, ӗҫсӗр юлнӑ ҫынсене пулӑшу кӳнӗ, амӑш капиталӗн виҫине ӳстернӗ

Ҫакӑн пирки Ӗҫ тата социаллӑ хӳтӗлев министрӗ Алёна Елизарова журналистсемпе иртнӗ тӗл пулура каласа кӑтартрӗ.

Кӑҫал коронавирус алхаснӑ тапхӑрта, Чӑваш Енре ытти регионти пекех ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ ҫынсен шучӗ ӳснӗ. Ҫакӑ уйрӑмах пӗчӗк предприятисемпе организацисем хупӑннипе, хӑрушӑ чир сарӑласран йышӑннӑ ҫирӗп йӗркесемпе ҫыхӑннӑ. Раҫҫей Правительствин резерв фондӗнчен регионсене ӗҫсӗр тӑрса юлнисене пулӑшма хушма укҫа-тенкӗ уйӑрса панӑ. 

 

Елена Дмитриева, Владимир Синдеев