Тӗрлӗ ӑрӑва пӗрлештерекен фестивалӗн пӗлтерӗшӗ те, унта хутшӑнакансен йышӗ те ҫулран-ҫул ӳссе пырать. Кӑҫал уява Комсомольски, Патӑрьел, Елчӗк, Канаш тӑрӑхӗсенче тата Чӗмпӗр хулинче пурӑнакан тутар ҫемйисем ҫитнӗ. Уявра 50, 55, 60 ҫул пӗрле пурӑнакансене тата нумай пулмасть пӗрлешнӗ ҫамрӑк мӑшӑрсене чысларӗҫ.
Кӑҫалхи фестивале Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, республикӑри Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне халалланӑ. Уявра 60 ҫул пӗрле пурӑнакан 2, 55 ҫул алла-аллӑн пыракан 3 мӑшӑра чысларӗҫ. Фиркатьпа Гульнар Мулюковсем ҫур ӗмӗр ӗнтӗ пӗрле. Вӗсем пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине виҫӗ ачине кӑларнӑ.
Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Хирти Пикшик ялӗнчи Равильпа Февзия Ачамовсем туслӑхпа килӗшӳре ывӑлӗн ҫемйипе тата 3 мӑнукӗпе пӗрле пурӑнаҫҫӗ.
Нумай ҫул юратупа килӗшӳре пурӑнакан ҫемьесен уявне шӑнкӑртамсем 2015-мӗш ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Хисеплӗ мӑшӑрсене кӗрекене пухса чыслани паха йӑла. Ҫемье ӑшшине упрама ҫамрӑксем вӗсенчен вӗренсе пырасса шанаҫҫӗ фестивале йӗркелекенсем.
Оксана Верликова, Виктор Степанов