"Чикӗсӗр пултарулӑх" конкурсра мала тухнисем Трактор тӑвакансен культура керменне пуҫтарӑнчӗҫ. Тупӑшу 2 номинаципе иртнӗ - юрӑ-ташӑ, ҫавӑн пекех сӑвӑпа проза илемлӗ вуласси. Конкурса ачасемпе пӗрлех аслисем те хутшӑннӑ. Кӳкеҫри ӑс-тӑн енчен хавшак ачасен интернатӗнче чылай ҫул "Тумлам" фольклор ансамблӗ ӗҫлет. Унта ҫӳрекенсем ҫулсерен республика тата регионсем шайӗнчи пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсенче палӑраҫҫӗ.
Уявра сывлӑх енчен хавшак ачасемпе ӗҫлекен специалистсене те тав ҫырӑвӗсем парса чысларӗҫ. Чӑваш патшалӑх Пукане театрӗ ҫумӗнче 6 ҫул каялла "Особые. Разные. Равные" ятлӑ театр студийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Унӑн режиссерӗпе ертӳҫи - Алина Каликова артист. Вӗсем инклюзивлӑ спектакльсем лартаҫҫӗ, фестивальсене хутшӑнаҫҫӗ, ыттисенчен нимпе те кая маррине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Культура керменӗн фойинче сусӑр ачасемпе ӗҫлекен пӗрлешӳсем курав йӗркеленӗ. Кунтах мастер-классене хутшӑма, специалистсенчен сӗнӳ-канаш илме май пулчӗ.
Сывлӑх тата ӑс-тӑн енчен хавшак ҫынсене патшалӑх та тӗрлӗ пулӑшу кӳрет. Вӑл шутра медицина, социаллӑ реабилитаци енӗсемпе. Ҫавӑн пекех физкультурӑпа, спортпа туслӑ пулма майсем йӗркелеҫҫӗ тата ытти те.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров