Йӗркене пӑсакансене административлӑ е уголовлӑ явап тыттараҫҫӗ

Хуҫисен хӗҫ-пӑшала епле тӗрӗс упрамалла тата вӑл кирлӗ мара тухсан мӗн тумалла? Наци библиотекинче ҫак ыйтупа брифинг иртрӗ. 

Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 13 пине яхӑн пӑшал регистрациленӗ. Ӑна хуҫисем саккунпа килӗшӳллӗн килӗнче упраҫҫӗ. Кашнин ҫакна валли ирӗк пур - 5 ҫуллӑх лицензи. Ӑна илме тӗрлӗ документ пуҫтармалла, медицина комиссийӗ тухмалла. Регионти Росгварди управленийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре тӗрлӗ пӑшал тытакансен шучӗ чакса пырать. Специалистсен шухӑшӗпе ҫак статистикӑна хакӗ тата хуҫи кӑсӑкланма пӑрахни витӗм кӳрет. Хӑшӗ-пӗри хӑйӗн пурлӑхне хамӑр салтаксем валли парать. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа 350 пӑшал ӑсатнӑ. Йӗрке тӑрӑх пистолетсемпе ытти хатӗре сейфра упрамалла. Тӗлпулура ҫавӑн пекех регионта пурӑнакан кашни ҫыннӑн тимлӗ пулмаллине тата ӑнсӑртран пӑшал тупсан мӗн тумаллине ӑнлантарчӗҫ. Саккуна пӑсса пӑшал упракансене административлӑ е уголовлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Елена Буинцева, Виктор Степанов