Йӗрке хуралҫисем парне тума васкарӗҫ

Росгварди хастарӗсем "Малютка" ача ҫуртне ҫитрӗҫ, Следтстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем тӗп хулари арҫын ачан ӗмӗтне пурнӑҫларӗҫ. 

Ҫӗнӗ Ҫулта кашниех асамлӑх кӗтет. Ача ҫуртне ҫитнӗ Росгварди хастарӗсем пӗчӗккисене те, унта ӗҫлекенсене те савӑнтарчӗҫ. Хӗл Мучи хутаҫҫи парнесемпе тулли пулчӗ. Унта - пылак кучченеҫсем, пӗчӗк ачасене куллен кирлӗ япаласем. Йӗрке хуралҫисем 5-мӗш ҫул "Малютка" ача ҫуртне пулӑшса тӑраҫҫӗ. 

"Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" акцие хутшӑнса Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин Шупашкарти 10 ҫулти Илья Голубовскийӗн ҫырӑвне ҫӗнӗ ҫул йывӑҫӗ ҫинчен илнӗ. Унӑн ӗмӗтне пурнӑҫласа Марина Абрамова аслӑ инспектор тата управленире ӗҫлекенсем арҫын ачана велотренажер парнелерӗҫ. Ҫемьере парнене хапӑл туса йышӑнчӗҫ. Ку вӑл чӑннипех те кирлӗ хатӗр. Илья мӗн ҫуралнӑранпа шалкӑм ҫапнипе аптрать, тренажер ӑна сывлӑхне ҫирӗплетме пулӑшӗ. 

Диана Иванова, Надежда Александрова, Вадим Владимиров, Димитрий Макаров