Ятарлӑ вырӑнсенче кӑна хӑрушӑ мар

Чӑваш Енре шыва кӗмелли тапхӑр пуҫланчӗ. Республикӑра кӳлӗ-юханшыв хӗрринче канмалли 148 вырӑн тата 8 пляж йӗркеленӗ. Шел пулин те, путса вилнӗ тӗслӗх те пулнӑ. 

Шупашкарта шыва кӗмелли тапхӑр умӗн канмалли вырӑнсене хӑтлӑх кӗртнӗ - хывӑнса тӑхӑнмалли, чӳхенмелли пулӗмсене тата Атӑл хӗррине анмалли йывӑҫ трапсене ҫӗнетнӗ, темиҫе тонна хӑйӑр илсе килсе сарнӑ. Канмалли лаптӑксене мӗнле йӗркеленине ятарлӑ комисси тӗрӗслерӗ. Ун йышӗнче - вырӑнти влаҫ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем тата ҫӑлавҫӑсем. Вӗсем чи малтанах Тӗп пляжа тимлӗх уйӑрчӗҫ. Тӗп пляжпа ҫумӑнах Атӑлта тарӑн вырӑн пур. Вӑл чылай ҫул канӑҫ памасть. Шел пулин те, пӗлтӗр кунта путса вилнӗ тӗслӗхсем те пулнӑ. Хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне тӗпе хурса кӑҫал ҫак авӑра бетон плитасемпе тултарнӑ. Ҫак тӗлте шыва кӗме юраманнине пӗлтерекен ятарлӑ паллӑсем те вырнаҫтарнӑ. 

Шупашкарти шыв хӗрринчи канмалли вырӑнсене "Горсвет" компани тимлесе тӑрать. Тӗп хулара пурӗ 4 пляж ӗҫлет: пӗри Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ, ыттисем вара Мускав ҫыранлӑхӗнче. Тухтӑрсемпе ҫӑлавҫӑсем ирхи вуннӑран пуҫласа каҫхи саккӑрчченех хурал тӑрӗҫ. 

Ытти хулапа округра та шыва кӗмелли тапхӑра тӗплӗ хатӗрленнӗ. Пурӗ Чӑваш Енре 8 пляжпа шыв хӗрринче канмалли 148 вырӑн йӗркеленӗ. Вӗсене водолазсем тӗрӗсленӗ, ӑпӑр-тапӑртан тасатнӑ. Ҫавӑнпа та палӑртнӑ вырӑнсенче ҫеҫ чӳхенме тӑрӑшмалла. Унсӑррӑн инкек сиксе тухма пултарать. Шыв хӗрринче эрех-сӑрапа ашкӑнни те ырӑ патне илсе ҫитерменнине те асра тытмалла. 

Вероника Павлова, Виктор Степанов