Роза Павловӑна депутат патне нумай хутлӑ ҫурт картишне хӑтлӑх кӳрес ыйту илсе ҫитернӗ. - Тротуар ҫуккипе нуша куратпӑр, - тет вӑл. Сӑмах Мускав проспектӗнчи 50-мӗш ҫурт пирки пырать.
Ял хуҫалӑх ветеранӗсем вара пушӑ алӑпа килмен. Алла Салаевӑна вӗсем Чӑваш Ен аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ патшалӑх ӗҫченӗн Семён Ислюковӑн палӑкне лартма пулӑшнӑшӑн тав турӗҫ. Чечек ҫыххи тата агропромышленность комплексӗн энциклопедине парнелерӗҫ. Ветерансем Алла Салаевӑна ушкӑнпа Мускава кайса курас кӑмӑл пуррине пӗлтерчӗҫ.
Йышӑнӑва килнисен ятарлӑ ҫар операцийӗпе ҫыхӑннӑ ыйту нумай пулчӗ. Ҫав шутра тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхпа усӑ курасси. Хыпарсӑр ҫухалнисен тӑванӗсем те депутат патне пысӑк шанӑҫпа ҫитнӗ. Лару-тӑрӑва уҫӑмлатма май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшӑпӑр, - терӗ Алла Салаева. Сӑмах май, ҫынсене вӑл яваплӑ ведомствӑсенче ӗҫлекенсемпе пӗрле йышӑнать. Ҫакӑ ыйтусене хӑвӑртрах татса пама май парать.
Екатерина Фомина, Николай Скворцов