Республика тӑрӑх ҫӳрекен ушкӑна Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх, вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗн министерствисен специалисчӗсем, ҫар комиссариачӗн тата прокуратура ҫыннисем, муниципалитетсен ертӳҫисем, юристсем кӗреҫҫӗ. Пархатарлӑ ӗҫе обществӑлла организацисем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен, ҫемйисен Комитечӗ тата Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен фончӗ. Сӑмах май, ҫак пуҫару пӗлтӗр хӑйӗн уссине кӑтартса панӑ. Иртнӗ ҫул "Тӗрев десанчӗ" республикӑра пурӑнакансенчен пин ҫурӑ ытла ыйту йышӑннӑ. Ытларахӑшне кӗске вӑхӑтра татса панӑ. Кӑҫал вара ӗҫлӗ ушкӑн тӗрлӗ муниципалитетра 8 тӗл пулу ирттернӗ. Ҫавӑн пекех Республика Пуҫлӑхӗн проектне "Единая Россия" парти те ырланӑ. Ку хутӗнче Вӑрнар тӑрӑхӗнчи йышӑну лаптӑкне 24 ҫемье ҫитрӗ. Вӗсен йышӗнче тӑван ҫӗршыв хӳтелевҫисен мӑшӑрӗсем, ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем. Кашнин хӑйӗн нуши. Сӑмахран, ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗ Андрей Архипов тӑван килне газ кӗртесшӗн. Альбина Николаева "Тӗрев десанчӗпе" иртнӗ ҫулах паллашма ӗлкӗрнӗ. Унччен вӑл урамра ҫутӑ ҫуккипе хунар лартса пама ыйтнӑ. Ку хутӗнче те хӗрарӑм халӑх ыйтӑвӗпе ҫитнӗ. Ӑна Рункӑра хытӑ сийлӗ ҫул ҫукки пӑшӑрхантарать. Ҫавӑн пекех обществӑлла лаптӑкра тренажерсем пулсан аван. Зоя Васильевӑна вара ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса палӑк лартас шухӑш канӑҫ памасть. Рункӑ ялӗнчен вӗсем виҫҫӗн. Администрацире ӗҫлекенсемпе астӑвӑм аллейи йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ.
"Мирлӗ пурнӑҫа утӑм" проект ятарлӑ ҫар операцийӗнчен таврӑннӑ салтаксене ӗҫпе тивӗҫтерессине те пысӑк тимлӗх уйӑрать. Тӗслӗхрен, ветерансем "Кадры" наци проекчӗпе квалификацие ӳстерме е пачах урӑх професси специальноҫӗпе вӗренсе тухма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех федераци проекчӗпе иккӗмӗш вӑтам профессиллӗ пӗлӳ тӳлевсӗр илме пулать. Бизнес уҫас текенсем валли те ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ. Социаллӑ контрактпа усӑ курса ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсем е вӗсен ҫемйисем хӑйсен ӗҫне йӗркелесе яма пултараҫҫӗ. Улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑн халӗ ҫак категоририсен вӑтам тупӑшне пӑхмаҫҫӗ. Харпӑр хӑй ӗҫне пуҫӑнма "ҫапӑҫусен ветеранӗ" статус кирлӗ тата ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта учетра тӑмалла, палӑртрӗҫ республикӑри Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче. Паян ветерансем валли ӗҫпе тивӗҫтерекен ятарлӑ банк та ӗҫлет. Унта 260 ытла ӗҫ вырӑнӗ пур. Вӑл ҫӗнелсех тӑрать. Ҫавӑнпа ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнакансене республикӑра ӗҫпе туллин тивӗҫтерме тӑрӑшаҫҫӗ. "Тӗрев десанчӗ" малалла ӗҫлет. Куҫса ҫӳрекен ушкӑн пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче тата ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Красноармейскипе Канаш тӑрӑхӗсене ҫитӗ.
Леонид Петров, Вадим Владимиров








