Патшалӑх Думин депутачӗ Юлия Оглоблина пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейри ял ҫамрӑкӗсен союзӗ "Единая Россия" партипе пӗрле "Земля Добра" проект пуҫарнӑ. Вӑл ятарлӑ ҫар операцин ветеранӗсене ял хуҫалӑхӗнче хӑйсен ӗҫне пуҫласа яма пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех фронтран таврӑннисем республикӑри ҫӑмӑллӑхсемпе те усӑ курма пултараҫҫӗ. Ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Инна Волкова Чӑваш Енре уйӑракан грантсем пирки каласа кӑтартрӗ. Вӑл шутра ҫемье фермисем аталантармалли "Агростартап" тата «Перспектива" проектсем ҫинчен. Кӑҫал фермерсене тӗрев пама пурӗ 395 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем вара "Агромотиватор" грантпа пулӑшу тивӗҫме пултараҫҫӗ. Ҫӗршыври программӑна пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче пуҫарнӑ. Пирӗн республика унпа усӑ курма пултаракан 19 регион йышне кӗнӗ. Чӑваш Ене 2 грант валли укҫа уйӑрнӑ. Тӗл пулӑва килнисен йышӗнче Виталий Нягин та пулчӗ. Вӑл хӗрӳ вырӑнта ҫур ҫул ытла пулнӑ.
Ҫапла, "Агромотиватор" грантпа ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисем 5 миллион тенкӗ илме пултараҫҫӗ. Укҫана производство е управӑш ҫурчӗсене юсама, ҫӗнӗрен тума усӑ курма юрать. Ҫавӑн пекех выльӑх-чӗрлӗх (сыснасӑр пуҫне), кайӑк-кӗшӗк, пулӑ е тӗрлӗ улма-ҫырла хунавӗсем туянма ирӗк пур. Тӗл пулура ҫавӑн пекех "Фермер шкулӗ" пирки каласа кӑтартрӗҫ. Роман Беляев хулара ӳснӗ пулин те, хӑйне ял хуҫалӑхӗнче тӗрӗслесе пӑхасшӑн. Вӗренекенсен черетлӗ ушкӑнӗнче ятарлӑ ҫар операцин ветеранӗсем валли те вырӑнсем пӑхса хӑварнӑ.
Пухӑннисем ҫакӑн пек тӗл пулусем питӗ усӑллӑ пулнине палӑртрӗҫ. Вӗсенче пӗтӗм информацие тӳрремӗн илме пулать, терӗҫ.
Надежда Александрова, Вадим Владимиров