Ӑна тӑватӑ ҫар чаҫне ҫитермелле, ҫав шутра мотострелоксен 1251-мӗш полкне. Унта шӑпах пирӗн ентешсем службӑра тӑраҫҫӗ. Шупашкартан 5 пысӑк машин ҫула тухрӗ. Гуманитари пулӑшӑвне Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ячӗпе килнӗ заявкӑна тӗпе хурса пуҫтарнӑ. Канаш, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсенчен, Сосновкӑран 100 кубла метр вӑрман касса хатӗрлесе панӑ. Ҫавӑн пекех фронтран строительство материалӗсем ыйтса янӑ. Эмел таврашӗ, ӗҫмелли шыв та питӗ кирлӗ. Пархатарлӑ ӗҫе "Пӗрле" фонд", республикӑра пурӑнакансем, волонтёр ушкӑнӗсем, предприятисем хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев вӗсене тав турӗ, инҫе ҫула пулӑшупа тухакансене телейлӗ ҫул сунчӗ.
Алиса Александрова, Святослав Петров