Пуху пуçланиччен хĕрарăмсен Шупашкарти Спасо-Преображенски мăнастирĕнчи вырсарни шкулĕнчи ачасемпе çамрăксен «Радуга» хорĕ (ертÿçи Наталья Нарядова) хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Малтанах Чăваш Енри православи хĕрарăмĕсене канаш парса вĕрентсе тăраканĕ Михаил Павлов протоиерей тухса калаçрĕ, вĕсене сăваплă та пархатарлă ĕçĕнче çирĕп утăмсем тума сунчĕ.
Пухăннисене Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, халăхсем хушшинчи «Православи хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн» регионти уйрăмĕн правлени пайташĕ Наталия Партасова саламларĕç. «Православи хӗрарăмĕсен пĕрлĕхĕн» регионти уйрăмĕн ертÿçи Валентина Диомидова иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсене турĕ, чăн тĕнпе пурăнакан хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕнчи кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ самантсем çинче чарăнса тăчĕ. «Киревсĕр сăмахсемсĕр Раççей» Пĕтĕм Раççейри проектăн Чăваш Енри координаторĕ Светлана Калиновская çак енĕпе Канаш хулинче туса пыракан ĕç опычĕпе паллаштарчĕ. Пултаруллă хĕрарăмсен пысăк йышне пухура тав хучĕсем парса чысларĕç, кăçал пурнăçламалли ĕçсен планне палăртрĕç. Канаш епархийĕнчи пултарулăх ушкăнĕ пухăва килнĕ хĕрарăмсене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ.
Православи хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ. Вĕсем чиркÿсенче тăрăшаççĕ, инвалидсемпе чирлĕ çынсене пăхаççĕ, ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли кирлĕ япаласем пухса ăсатаççĕ, салтаксен арăмĕсемпе амăшĕсене пулăшаççĕ, кĕнекесем кăлараççĕ, чăн тĕнпе çыхăннă мероприятисем, конференцисемпе фестивальсем, конкурссемпе концертсем ирттереççĕ. Регионти уйрăм кăçал тÿрĕ пурнăçлă, асап тÿссе вилнĕ Тамара (Сатси) çуралнăранпа 150 çул çитнине анлăн паллă тăвасшăн.
"Чăваш Ен" кăларăм валли Роза Деменцова, Зинаида Паршагина








