"Воин" центри инструкторсемпе паллаштаракан курав йӗркеленӗ

Наци музейӗнче "Ҫар мухтавӗн залӗ" мультимеди куравӗ уҫӑлчӗ. Унта ҫӗршыври "Воин" центрти 21 инструкторӑн  шӑпине сӑнланӑ. Вӗсен йышӗнче чӑваш каччи те пур.

Паянхи куна "Воин" центр 21 регионта ӗҫлет. Вӑл шутра Чӑваш Енре те. Унта ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсем пулас ҫӗршыв хӳтелевҫисене вӗрентеҫҫӗ. Ҫак курава йӗркелес шухӑш "Воин" центрӑн Правлени председателӗн Виктор Водолацкийӗн ҫуралнӑ.  Экспозицире Григорий Васильев ӗҫӗ-хӗлӗпе те паллаштараҫҫӗ. Вӑл - "Воин" центрӑн республикӑри филиалӗн аслӑ инструкторӗ. Пӗрре мар хаяр вырӑнсенче пулнӑ. Сирире, унтан ятарлӑ ҫар операцийӗнче салтак тивӗҫне пурнӑҫланӑ. "Хӑюлӑхшӑн" тата Лука Крымский медалӗсене тивӗҫнӗ. Аманса таврӑннӑ пулин те, алӑ усса лармасть. Шкул ачисемпе час-час паттӑрлӑх урокӗсем ирттерет.   

Куравра ӗнер кӑна ҫар ҫынни пулнӑ салтаксен шӑпине ҫутатнӑ. Плакат ҫинчи геройӑн паттӑрла ӗҫӗсемпе наградисем ҫинчен тӗплӗнрех пӗлме хальхи цифра технологийӗсем пулӑшаҫҫӗ - ҫакӑн валли кьюар кодпа усӑ курмалла. Экспозици харӑсах "Воин" центр ӗҫлекен 21 регионта иртет.        

Курав Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине паллӑ тӑвакан ҫулталӑкра уҫӑлни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Регионсем тата ҫӗршыв шайӗнче йӗркеленӗ проект истори чӑнлӑхне упрама, ӑна ламран-лама куҫарса пыма пулӑшать.        

Курав Наци музейӗнче раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлет. Унтан куҫса ҫӳрекен экспозиципе  республикӑри хуласемпе округсенче паллашма май пулӗ.

Леонид Петров, Антонина Капитонова, Виктор Степанов