Ҫулталӑкӑн пӗрремӗш уйӑхӗ кӑҫал юрлӑ пулчӗ. Шартлама сивӗ кунсенче кӑна вӗҫтермерӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вара каллех ҫил-тӑман пуҫланчӗ. Ҫавӑнпа коммуналлӑ службӑсен тулли вӑйпа ӗҫлеме тивет. Тӗп хула урамӗсене юртан тасатма куллен 100 ытла техника тухать. Ҫулсемпе пӗрлех тротуарсене, чарӑну вырӑнӗсене, ҫурт картишӗсене тирпейлемелле. Ҫанталӑк нумай чӑрмав кӑларса тӑратать пулин те, ҫынсем чӑн-чӑн хӗл пулнипе кӑмӑллӑ.
Шартлама сивӗ илсе килнӗ антициклон вырӑнне кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен ӑшӑ циклон килнӗ. Шӑпах вӑл республикӑра вӑйлӑ юр ҫутарать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ кунра ҫур уйӑх норми ҫумалла. Паян кӑнтӑрла 5 градус сивӗ пулать. Ырантан вара сывлӑш температури чакма пуҫлать. Кӑнтӑрла 10-15, ҫӗрле 20 градус таран сивӗтет. Умра сахалтан те тепӗр икӗ уйӑх хӗл. Пуш уйӑхӗ те самай юрлӑ пулакан. Эппин, ҫил-тӑмансем татах килме пултараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ваттисем мӗн ӗлӗкрен сӑнанӑ тӑрах, юр хулӑм пулсан тухӑҫ ӑнса пулать.