Вӗсене республика аталанӑвне витӗмлӗрех тӑвасси пӗрлештерет

Республика Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ "Ертӳҫӗсен команди" конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисен ячӗсем паллӑ. Мала тухнисене Правительство Ҫуртӗнче чысларӗҫ.

Финала 20 ҫын тухнӑ, ҫӗнтерӳҫӗ ята вара пиллӗкӗн тивӗҫнӗ. Вӗсем тӗрлӗ тытӑмра вӑй хуракансем: вӗрентекенсем, патшалӑх ӗҫченӗсем, бизнесменсем, ҫар ҫыннисем тата ыттисем те. Вӗсене пурне те пӗр тӗллев - республика аталанӑвне курӑмлӑрах тата витӗмлӗрех тӑвасси пӗрлештерет.

"Управлени ушкӑнӗ" конкурса регионта 6-мӗш хут йӗркеленӗ. Ҫулсерен унта хутшӑнас текенсен шучӗ ӳссе пырать. Кӑҫал тупӑшура пурӗ 72 ҫын вӑйне тӗрӗслесе пӑхма кӑмӑл тунӑ. Ӑмӑрту утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче пуҫланнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫурма финал иртнӗ. Ун хыҫҫӑн конкурсантсен финалта тупӑшма тивнӗ. Ҫакӑ вӗсемшӗн кӑсӑклӑ та паха опыт пулнине палӑртрӗҫ пурте.  

Ҫӗнтерӳҫӗсен проекчӗсене республикӑн аталану программине кӗртеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех мала тухнисем Чӑваш Енри управлени кадрӗсен резервне лекеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне  вӗсене тӳлевсӗр вӗренме сертификат парса чысларӗҫ.

Оксана Верликова, Андрей Шоклев