Вӗсенче чун ҫемҫелӗхӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑй-хӑват тата ҫирӗплӗх

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксен амӑшӗсемпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулчӗ, ҫывхарса килекен уяв ячӗпе саламларӗ. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен тӑванӗсене Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗнче чысларӗҫ.

Тӗл пулӑва республикӑри кашни округ-хуларан салтак амӑшӗсем килнӗ. Пурте наци тумӗсем тӑхӑннӑ. Ҫакӑ йӑл-йӗркене хисепленине кӑна мар, пирӗн ҫӗршыв тата республика тӗрлӗ халӑх пӗрлӗхӗпе мӑнаҫлӑ пулнине ҫирӗплетет. Пухӑннисенче чун ҫемҫелӗхӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑй тата ҫирӗплӗх. Салтак пулма ҫӑмӑл мар, салтак амӑшӗ пулма вара тата йывӑртарах. Чӑн-чӑн паттӑрсене ӳстернӗшӗн сирӗн умӑрта пуҫ таятпӑр, терӗ Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Хӳтелевҫӗсен амӑшӗсене тав туса чечек ҫыххи парнелерӗ. Пухӑннисене ҫавӑн пекех "Единая Россия" партин хӗрарӑмсен юхӑмӗн республикӑри канашӗн ертӳҫи Наталия Партасова  ӑшшӑн саламларӗ.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене республикӑра пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, пур енлӗ пулӑшу кӳреҫҫӗ.

Тӗрленӗ Раҫҫей карттин музейӗнче нумайӑшӗ пӗрремӗш хут пулса курчӗҫ. Амӑшсем валли ятарласа экскурси ирттерчӗҫ. Кунти пуян экспозиципе вӗсем кӑсӑкланса паллашрӗҫ. Унтан вӗсене Чӑваш академи драма театрне "Ялта" спектакль пӑхма йыхравларӗҫ. Чи пахи вара ҫак кун салтаксен амӑшӗсен питӗнче йӑл кулӑ ҫиҫни.

Диана Сафонова, Александра Борисова, Вадим Владимиров