Вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ыттисемшӗн тӗслӗх

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйсен ӗҫӗнче палӑрнисене, нумай ачаллӑ амӑшӗсене, ҫын пурнӑҫне ҫӑлнисене ҫӗршыв тата регион шайӗнчи патшалӑх наградисемпе чысларӗ. 

Вӗсен пурнӑҫри тӗллевӗсем, ӗҫӗ-хӗлӗ чыс-хисепе тата ыттисемшӗн тӗслӗх пулма тивӗҫ. Чыслав залӗнче уҫӑ кӑмӑллӑ та ырӑ чӗреллӗ, пархатарлӑ ӗҫӗпе тӑван тӑрӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакан, кирек епле лару-тӑрура та пулӑшу пама хатӗр ҫынсем пухӑнчӗҫ. Надежда Цветкована уйрӑммӑн палӑртрӗҫ уявра. Атӑл хӗрринче каннӑ вӑхӑтра вӑл путакан ачасене асӑрхаса ҫӑлма васканӑ. Ҫухалса каймасӑр, самант та сая ямасӑр пулӑшни 2 ҫын пурнӑҫне сыхласа хӑварма май панӑ. Олег Николаев хӑюллӑ та хастар хӗрарӑма "Вилекенсене ҫӑлнӑшӑн" медаль пачӗ. Йышлӑ ҫемьере ачисене туслӑхпа килӗшӳре тӗрӗс воспитани парса ӳстерекенсене те тав турӗҫ чыславра. Светлана Хурулёва "Ача амӑшӗ-героиня" ята тивӗҫрӗ. 

2003-мӗш ҫултанпа Ӳнер музейӗн ертӳҫинче тӑрӑшакан Геннадий Козлова "Чӑваш халӑх художникӗ" сумлӑ ятпа чысларӗҫ. Культура тытӑмӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа, хавхаланупа тӑрӑшакансенчен чылайӑшӗ чаршав хыҫӗнче юлать. Вӗсен ӗҫне куракансем артистсен ҫи-пуҫӗнче, илемлӗ сӑн-сӑпатӗнче кураҫҫӗ, хӑйсене вара палламаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх академи дарма театрӗн гример-постижерӗ регион ертӳҫине хӑйӗн ӗҫне пысӑка хурса хакланӑшӑн тав турӗ. 

Тухтӑрсем, вӗрентекенсем, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑй хуракансем. Кашниех ҫак кун пысӑк чыс-хисепе тивӗҫрӗ. "Сирӗн алӑра республика ырӑлӑхӗ, аталанӑвӗ, малашлӑхӗ", - палӑртрӗ регион ертӳҫи пухӑннисене саламласа тав тунӑ май. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов