Вӗсемпе Чӑваш Ен мӑнаҫланать

Правительство ҫуртӗнче "Сирӗнпе Чӑваш Ен мӑнаҫланать" ятпа иртнӗ уявра тӑван тӑрӑх чысне Раҫҫей шайӗнче ҫӗкленӗ маттур ентешсене чысларӗҫ. Пысӑк ҫитӗнӳсемпе вӗсене регион ертӳҫи Олег Николаев саламларӗ. 

"Сирӗн пултарулӑхӑрпа, чун ҫирӗплӗхӗпе пулса пыракан ӗҫсем ыттисемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче хӑйсем хыҫҫӑн малалла ертсе пыраҫҫӗ. Эсир халиччен тунӑ ҫитӗнӳсемпе ҫырлахса лармассине шансах тӑратӑп", - палӑртрӗ хӑйӗн сӑмахӗнче Республика Пуҫлӑхӗ. Хӑнасем хушшинче ҫемье династийӗсем, ял хуҫалӑх, ҫурт-йӗр коммуналлӑ хуҫалӑх, вӗренӳ тытӑмӗн ӗҫченӗсем, тухтӑрсем, строительсем, кондитерсем, спортсменсемпе культурӑри хастарсем. Чӑваш Ен мӑнаҫлӑхӗ - ҫар ӗҫӗсен ветеранӗсем. 

Евгений Абрамов, сӑмахран, пирӗн республика спорт тӗлӗшӗнчен ҫирӗп те никама парӑнми вӑйлӑ пулнине наци кӗрешӗвӗсен вӑййинчи ҫӗнтерӗвӗсемпе тепӗр хут ӗнентернӗ. 

Наци музейӗн директорӗ регион ертӳҫине культура аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав турӗ. Тылпа фронт пӗрлӗхне ҫирӗплетекенни уявра Олег Николаев парни пулчӗ. Вӑл музейри "Родина за нами" экспозицие пилотсӑр вӗҫекен аппарат пачӗ. Ку техникӑфна пирӗн салтаксем Запорожье облаҫӗнче ҫапса ӳкернӗ. "Малта пире нумай ӗҫ кӗтет. Чи кирли - кашни хӑйӗн ӗҫне пӗлсе туни, юратни, йывӑрлӑхсене пӗрле парӑнтарни", - терӗ тӗлпулӑва вӗҫленӗ май Олег Николаев. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов