Пӗтӗм Раҫҫейри "Движение первых" юхӑмӑн регионти пӗрлешӗвне хутшӑнакансен шучӗ ҫулсерен ӳссех пырать. Паянхи куна Чӑваш Енре 437 уйрӑм шутланать. Унти хастарсем тӑрӑшнипе 80 ытла тӗрлӗ проект пурнӑҫа кӗртнӗ. Вӗсем вӗренӳпе, культурӑпа, спортпа, волонтер ӗҫӗпе, патриотизм темипе ҫыхӑннӑ. Юхӑм ӗҫӗ-хӗлне хутшӑнни ачасене тӗрлӗ енлӗн аталанма, пултарулӑхне уҫма пулӑшать.
Фойере юхӑм хастарӗсем тӑрӑшнипе пурнӑҫа кӗртекен проектсен куравне йӗркеленӗ. Акт залӗнче вара регион ертӳҫипе "Пӗрремӗшсем" ятпа йӗркеленӗ слета хутшӑнакан ҫамрӑксем тӗл пулчӗҫ.
Пуҫтарӑннисем Республика Пуҫлӑхне хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене пама пултарчӗҫ. Олег Николаевран ҫамрӑксем пулас профессине суйлассинче мӗн витӗм кӳнине, ача чухне вӑл мӗнле спортпа кӑсӑкланнине, унӑн пурнӑҫӗнче кам тӗслӗх вырӑнӗнче пулнине ыйтса пӗлчӗҫ. "Пӗрремӗшсен" юхӑмӗнче тӑракансем хастарлӑхпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ, грантсем ҫӗнсе илсе тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.
Олег Николаев малашне "Пӗрремӗшсен юхӑмне" тата ытларах ҫамрӑка явӑҫтармаллине, вӗсене пур енлӗн аталанма майсем туса памаллине каларӗ. Республика Пуҫлӑхӗ ҫавӑн пек хӗрсемпе каччӑсене пӗрремӗш документа — паспорта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пачӗ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов








