3 ӗмӗрти Туҫа ялӗ тӑван халӑхӑн аваллӑхне асра тытса ваттисене сума суса пурӑнать. Иртнӗ ҫулсенче кунта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене халалласа уҫнӑ астӑвӑм лапамне ҫӗнетнӗ. Ҫуммӑнах тинӗс ҫарӗн флочӗпе чикӗ хуралӗн салтакӗсене сума суса гранит палӑксем вырнаҫтарнӑ. Халӗ вара десантниксем те хӑтлӑ палӑк лартма пултарнӑ. Ӑна халӑхпа пӗрле чыслӑн уҫрӗҫ.
Десантниксем палӑксем ҫинчи пӗркенчӗксене ытти чухнехи пек сирсе кӑна пӑрахмарӗҫ, парашют пуҫтарнӑ пек тирпейлӗн хуҫлатса пухрӗҫ. Ҫак пулӑмра, шӑпах, вӗсен тӑван ҫӗршыв умӗнчи чыслӑхпа типтерлӗх туйӑмӗ сисӗнчӗ. Салтаксем ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ячӗсем пулас ӑрусен асӗнче те юлччӑр теҫҫӗ.
Сывлӑш десанчӗн салтакӗсем ҫак стелӑна, чӑн та, хӑйсен вӑйӗпе, ял-йыш пулӑшнипе туса лартнӑ. Укҫи-тенкине пухнӑ чух та, палӑка вырнаҫтарас ӗҫре те пӗрле тӑрӑшнӑ.
Ҫак сӑваплӑ ӗҫ хальхи вӑхӑтра уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Салтаксем ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫапӑҫнӑ чух тылри халӑхӑн вӗсене тӗрев памалла.
Палӑк ҫинче сывлӑш десант ҫарне пуҫарса чылай ҫул ертсе пынӑ Совет союзӗн Геройӗн Василий Маргелов генералӑн сӑнне ӳкернӗ. Унӑн мухтавлӑ сӑнарне пур ӑрури десантниксем асра упраҫҫӗ. Ҫитес ҫулсенче вара туҫасем ҫак вырӑна пуянлатса пырас тӗллевлӗ.
Тӑрӑшакана Турӑ пулӑшать, теҫҫӗ. Иртнӗ ҫулсенче туҫасем ял варринче уяв тавраш ирттермелли хӑтлӑ сцена туса лартнӑ, ача-пӑча вылямалли тата сывлӑха ҫирӗплетмелли лаптӑк хута янӑ. Халӑх ӗмӗтӗнче ытти ырӑ ӗҫ те чылай. Уяв кунӗ ялти культура ҫуртӗнче туҫасем пархатарлӑ ӗҫре пулӑшакан хастарсене чысларӗҫ. Тӗрлӗ енчен ҫитнӗ артистсем вара халӑха юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ.
Алексей Енейкин