Велочупӑва Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине халалланӑ

Чӑваш Енре Алексей Орлов ҫулҫӳревҫӗ пулчӗ. Вӑл ҫӗршыв тӑрӑх велосипедпа ҫӳреме кӑмӑллать. 

Шупашкарта хӑнана вырӑнти велоюхӑмӑн хастарӗсем кӗтсе илчӗҫ - Виктор Чугаровпа Никита Гаврилов тата Олег Миронов. Вӗсем ҫулҫӳревҫе илемлӗ вырӑнсемпе паллаштарчӗҫ, ҫавна май пӗрле вун-вун ҫухрӑм парӑнтарчӗҫ. Алексей Орлов велосипедпа 90-мӗш ҫулсенче туслашнӑ - ҫавӑнтанпа 26 пин ҫухрӑм хыҫа хӑварнӑ. Халӗ унӑн ҫӗнӗ тӗллев - Байкал шывне Ладогана илсе ҫитересси. Ҫапла вӑл кӳлӗсене тӑванлаштарс тет.

Алексей Орлов Челябинск тӑрӑхӗнчи Миасс хулинче пурӑнать. Унта Тургояк кӳлли пур - халӑхра ӑна Байкалӑн шӑллӗ теҫҫӗ. "Пиччӗшӗпе" тӗл пулма пулӑшнӑ хыҫҫӑн Ладога патне велосипедпа ҫитме тӗллев лартнӑ ҫулҫӳревҫӗ. Ку вӑл пысӑкӑшӗпе Байкал хыҫҫӑн Раҫҫейри 2-мӗш кӳлӗ. Ленинград тӑрӑхне хастара тепӗр самант та "туртать" - унӑн аслашшӗпе асламӑшӗ Ленинград блокадинче вилнӗ, ашшӗне вара "Пурнӑҫ ҫулӗпе" илсе тухма пултарнӑ. Ҫавӑнпа Алексей Орлов велочупӑва Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине халалланӑ. 

Алексей Орлов профессипе - геолог, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен чылай экспедицире пулнӑ. Унӑн каласа памалли нумай. Ҫавӑнпа та хастара час-часах тӗл пулусене чӗнеҫҫӗ. Шупашкарта географи урокне вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче ирттерччӗ. Ку аслӑ шкулта Вырӑс географи пӗрлешӗвӗпе ҫӑлкуҫсене тӗпчес енӗпе проект пуҫарнӑ. Унӑн тӗллевӗсемпе ҫывӑхрах паллаштарчӗҫ те хӑнана. Сӑмах май, Алексей Орлов хӑй те нумай ҫул шыв геофизикине тӗпчет, ҫулҫӳревре те ытларах ҫӑлкуҫ шывне кӑмӑллать. Ҫавӑнпа та Чӑваш Енре пуҫарнӑ ӗҫе вӑл пысӑк хак пачӗ.

Алексей Орлов Муркаш тӑрӑхӗнчи Калайкасси шкулӗнче те хӑнара пулчӗ. Ӑна унта тарават кӗтсе илчӗҫ. Малалла хастар Чулхула облаҫне ҫул тытрӗ. Унта унӑн мӑнукӗ ҫуралнӑ - паллашмалла. 

 

Вероника Павлова, Святослав Петров, Виктор Чугаров