Вӑрнарсем "Единая Россия" партин халӑх программипе чылай ӗҫ тунӑ. Ҫапла Вӑрнарти пӗрремӗш шкул ҫумӗнче хушма ҫурт ҫӗклеме пуҫланӑ. Кунта вӗренекенсем малтан икӗ сменӑпа пӗлӳ илнӗ, классем ҫителӗксӗр пулнӑ. Халӗ тинех ҫак ҫивӗч ыйтӑва татса парӗҫ. Алла Салаева сӑмахӗпе, ку объекта федараци программине кӗртме май килмен, ҫавӑнпа та Чӑваш Ен ертӳҫи Олег Николаев республикӑри резерв фондӗнчен укҫа-тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Строительсем ӗҫе ҫулталӑк вӗҫлениччен туса пӗтерме шантараҫҫӗ.
Нурӑсри вӑтам шкулта та ырӑ улшӑнусем - ҫӗнӗ спорт площадки уҫӑлнӑ. Вӗренекенсем халӗ кунта хаваспах вӑхӑта ирттереҫҫӗ.
Уйкас Кипек ялӗнче вара хӑтлӑ та илемлӗ клуб уҫӑлнӑ. Халӗ ҫӗнӗ культура вучахӗ аслисене те, ачасене те илӗртет. Уйрӑмах вӗренекенсем уроксем хыҫҫӑн кунта хаваспах вӑхӑта ирттереҫҫӗ.
Ытти ялсенче те пурнӑҫ ырӑ енне улшӑнса пырать. Сӑмахран, Упнер тӑрӑхӗнче халӑх пуҫарӑвӗпе 12 проект пурнӑҫа кӗртес тӗллевлӗ. Вӑл шутра - ҫулсене юсасси, Ҫӗнтерӳ паркне тирпей-илем кӗртесси тата ытти те. Апла пулин те округра ӗҫлемелли тата нумай. Ҫавна май федераци, республика, муниципалитет шайӗнчи влаҫсен тата халӑхӑн пӗрле тачӑ ҫыхану тытни пӗлтерӗшлӗ.
Тӗл пулура ытти ҫивӗч ыйӑва те сӳтсе яврӗҫ, пулас проектсем пирки калаҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех Вӑрнар тӑрӑхӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисене хисеп хучӗсем парса чысларӗҫ.
Елена Дмитриева, Сергей Емельянов








