Упнер ялӗнчи Ҫӗнтерӳ паркӗ те куҫ умӗнчех илемленсе пырать. Пӗве чавнӑ, брусчатка сарнӑ, ачасем валли ярӑнмалли чуччусем вырнаҫтарнӑ, ҫитес вӑхӑтра ҫутӑ кӗртмелле, палӑк лартмалла. Парк ку тӑрӑхра пурӑнакан ҫынсен чи юратнӑ вырӑнӗ пуласса кунта никам та иккеленмест. Ҫак пысӑк ӗҫе упнерсем "Ниме - халӑх бюджечӗ" программӑпа килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Проекта пурнӑҫа кӗртме вӗсем Патшалӑх Думин депутатӗнчен Алла Салаевӑран пулӑшу ыйтнӑ.
Отиккӑвӑ ялӗнче вара темиҫе ҫул каялла халӑх тата пуҫаруллӑ ҫынсен вӑйӗпе чиркӳ хӑпартма пуҫланӑ. Вӑл Ершепуҫ территори уйрӑмне кӗрекен 6 яла пӗрлештерекен вырӑн пулӗ. Паянхи куна Турӑ ҫуртне туса пӗтернӗпе пӗрех. Халӗ ун таврашне тирпей-илем кӗртмелле. Тротуар сарма, ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтарма, карта тытма палӑртнӑ. Ку тӑрӑхра пурӑнакансем Алла Салаева депутатран ҫак ӗҫсене халӑх пуҫарӑвӗн программипе усӑ курса тума май ҫук-ши, тесе кӑсӑкланчӗҫ.
Алла Леонидовна истори пулӑмӗпе ҫыхӑннӑ объекта туса пӗтерме пулӑшма шантарчӗ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов








