Колхоз пур чух ял халӑхӗ те хӑйне аван туять
Хуҫалӑха ҫӗршывра коллективизаци пуҫлансанах 1930-мӗш ҫулта Хӑмӑш ял тӑрӑхӗнче йӗркелесе янӑ. Малтанхи ҫул колхоза 11 ҫемье анчах кӗнӗ. Ҫапах та, ҫулсем иртнӗ май "Броневик" тӗрекленсе пынӑ. Тӗрлӗрен выльӑх-чӗрлӗх тытнипе пӗрлех тыр-пул, пахча-ҫимӗҫ туса илнӗ, яла аталантарнӑ.
Хуҫалӑха уйрӑмах иртнӗ ӗмӗрӗн иккӗмӗш пайӗнче Григорий Индюков председатель ӑнӑҫлӑ аталантарнӑ. Ун чухне "Броневик" Мускав таранчченех аш-какай, ҫӑмарта ӑсатса тӑнӑ. Ялсенче пуҫласа кирпӗч ҫуртсем лартма тытӑннӑ.
90-мӗш ҫулсенчи пӑтрануллӑ самана вара нумай хуҫалӑха аркатнӑ. Ҫавах та, кунти 3 ял халӑхӗ хӑйсен колхозне пӗтме паман. Ҫӗнӗ пинҫуллӑха кӗрсен "Броневик" майпен-майпен ҫӗнӗрен ура ҫине тӑнӑ.
Ҫапла, яланах малтисен ретӗнче пулма хӑнӑхнӑ хуҫалӑх аванах алӑ ҫавӑрса янӑ. Ҫавах та, ӗҫлемелли нумай-ха.
Колхоз пурри ялсене пӗтме памасть. Паянхи кун "Броневик" 50 яхӑн ҫынна ӗҫпе тивӗҫтерет. Хуҫалӑхра халӗ 550 ытла пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх. Дояркӑсем 200 ӗне сӑваҫҫӗ. Нумай пулмасть, кунта лаша та усрама пуҫланӑ. Ҫак ҫитӗнӳсемпе хӗпӗртесе таврари халӑх уявра савӑнать.
Тӗрлӗ тӑрӑхран пухӑннӑ ентешӗсене Услапа, Хӑмӑш тата Кивьял халӑхӗ ҫапла ҫӑкӑр-тӑварпа хапӑл турӗ. Ветерансене вара парнесемпе тата колхоз юбилейне халалланӑ медальсемпе чысларӗҫ.
Уяв кунӗ ялта "Броневик" хуҫалӑх парнисемшӗн футбол турнирӗ те иртрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ кубокне кивьялсем тивӗҫрӗҫ. Республикӑри паллӑ юрӑҫсем вара уяв хӑнисене ҫӗрлечченех концерт парнелерӗҫ.
Алексей Енейкин, Артур Галкин, Александр Герасимов