Патӑрьел ҫӗрӗ, чӑн та, хӑйӗн паттӑрӗсемпе мӗнпур халӑх умӗнче мӑнаҫланма пултарать. Ку тӑрӑхра кӗрешӳре, кире пуканне ҫӗклессинче, ҫӑмӑл атлетикӑра тата ытти спортра ҫитӗнӳсем тунӑ ҫӗршер спортсмен ҫуралса ӳснӗ. Вӗсен мухтавлӑ ячӗсене халӑх умӗнче асра хӑварас тӗллевпе Патӑрьел тӑрӑхӗн сумлӑ ывӑлӗ Юрий Моисеев ҫапла кӗнеке кӑларма шут тытнӑ. Ырӑ ӗҫре ӑна Владислав Николаев ҫыравҫӑ пулӑшнӑ. Ку вӗсен пӗрле кӑларнӑ 4-мӗш кӗнеки.
Кӗнекене авторсем ҫулталӑка яхӑн ҫырнӑ. Тӗрлӗ архивра упранакан сӑнӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ. Издани калӑпӑшлӑ та кӑсӑклӑ пулса тухнӑ. 420 ытла страницӑра районти спорт аталанӑвӗн историне туллин ҫутатнӑ. Уйрӑмах ирӗклӗ майпа, классикӑлла тата тутар-пушкӑрт халӑхӗсен кӗрешӗвӗсен паттӑрӗсене пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.
Ҫӗнӗ кӗнекене Патӑрьел тӑрӑхӗнчи спорт аталанӑвӗн энциклопедийӗ теме те юрать. Кунта тӗрлӗ кӗрешӳре палӑрнӑ кашни ҫыннӑн ятне алфавит йӗркипе тупма пулать. Ҫавӑн пекех Патӑрьел тӑрӑхӗнче иртекен турнирсемпе, наукӑра, ял хуҫалӑхӗпе патшалӑх ӗҫӗнче тата ытти тытӑмра палӑрнӑ ҫынсемпе паллашма пулать.
Аслисемпе мӑнаҫланса халӗ ҫамрӑксем те спортра паттӑрлӑхпа палӑраҫҫӗ. Хӑйсен хыҫҫӑн ытти ҫамрӑксене туртса ялсенче ҫӗнӗ командӑсем йӗркелеҫҫӗ.
Паттӑрсемпе паллаштаракан кӗнекен тиражӗ пин те 70 экземплярпа танлашать. Вӑл Чӑваш Енри спортсменсемпе тренерсемшӗн, ҫавӑн пекех ветерансемшӗн, спорт пӗрлешӗвӗсемпе ахаль вулакансемшӗн пысӑк парне пулмалла.
Алексей Енейкин