Вӑхӑтра «Каҫарӑр» тесе ыйтнине нимӗн те ҫитмест

Ҫылӑхсене, ултав илӗртнипе виҫесӗрлӗхе хирӗҫ кӗрешес вӑхӑт Мӑнкунччен пырать. Кӑҫал чӑн тӗнпе пурӑнакансен тӗп уявӗ ака уйӑхӗн 12-мӗшне килет. Аслӑ типӗ пуҫламӑшӗнче Каҫару ыйтмалли вырсарникун пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм шутланать. 

Шупашкарта, Аслӑ типпе кӗрес умӗн, Ҫӑварнин юлашки кунӗнче, Турра ӗненекенсемпе священниксем Введени чиркӗвне пухӑнчӗҫ. Кунта каҫару ыйтас йӗрке иртрӗ. «Ҫак авалхи йӑлана Тухӑҫ енче, Египетра Христос тӗнӗпе пурӑнакансем пуҫласа янӑ. Аслӑ типӗ пуҫланас умӗн мӑнахсем тӗп чиркӗве пухӑнса пӗр-пӗринчен каҫару ыйтнӑ, тепӗр кунне вара кашниех, пӗрле кӑштах апат-ҫимӗҫпе шыв илсе, типӗ вӑхӑтӗнче хӑйсене чаруллӑ тытса кӗлтуса пурӑнма пушхире тухса кайнӑ. Вӗсем е выҫӑпа, е шывсӑр, е тискер чӗрчун тӗлне лексе инкек тӳссе каялла таврӑнаймасан та пултарнӑ, ҫавӑнпа уйрӑличчен пурте пӗр-пӗринчен каҫару ыйтнӑ», - тесе каласа пачӗ Шупашкарпа Чӑваш митрополичӗ Савватий. 

Типӗ тытни кашни ҫыннӑн ырӑ ӗҫӗпе тӑрӑшулӑхне палӑртать. Ҫак ҫӑмӑл мар ӗҫе тытӑннӑ май, чуна тарӑхупа кӳренӳрен тасатмалла, хӑвӑра хур тунӑ ҫынсене пурне те, тӑшман вырӑнне шутланакансене те каҫармалла. Чи кирли вара – ҫакна эпир мӗн сӑлтавпа пурнӑҫланине пӗлсе тӑмалла. Чиркӳ ҫакна питӗ лайӑх ӑнлантарса парать. 

«Ҫынсем пире ятарласа хур тусан, вӗсем ҫылӑха кӗреҫҫӗ. Анчах та эсӗ ҫын сана хирӗҫ тунӑ ҫылӑха каҫарма пултаратӑн. Ҫӳлти Атте санӑн ҫылӑхусене каҫартӑр тесен, санӑн та хӑв ҫинчен элӗк саракана, е сан вырӑна хапсӑнакана, сана ӑмсанакана, усал тӑвакана, сусӑрлатакана – ҫылӑхӗсемшӗн каҫармалла», - ҫапла ӑнлантарса пачӗ чиркӗве пухӑннисене Савватий митрополит. Каҫару ыйтнин тӗслӗхне владыка чӑн малтан хӑй кӑтартать. Ун хыҫҫӑн вара священниксен черет ҫитет. Вӗсем пурте митрополит патне пыраҫҫӗ, чунтан ӳкӗнсе каҫару ыйтаҫҫӗ. Ҫакӑ вӑл пӗрре те ахаль пулӑм мар. Мӗншӗн тесен чылай чухне ҫын хӑй хӑҫан, кама, мӗнле майпа кӳрентернине хӑй те пӗлмест. Ҫавӑнпа та вӑхӑтра «Каҫарӑр» тесе ыйтнине нимӗн те ҫитмест. Ку ӗнтӗ Христос тӗнӗпе пурӑнакансен ҫураҫулӑхне, юратулӑхне кӑтартса парать. Владыка ҫак каҫ чиркӗве килнисене пурне те йышӑнать, кашнинчен каҫару ыйтать. 

Савватий митрополит Андрей Критскин ӳкӗнӳ канонне тунтикун Введени чиркӗвӗнче пуҫларӗ, ытларикун Пукравпа Татиана чиркӗвӗнче, юнкун Христосшӑн асапланса вилнӗ ҫӗнӗ святойсен чиркӗвӗнче ирттерчӗ. Кӗҫнерникун владыка ҫак кӗлле Алкешри Турӑ Амӑшӗн Хусанти таса сӑнӗ ячӗпе лартнӑ чиркӳре ирттерчӗ. Канона чиркӳ славян чӗлхипе ҫеҫ мар, чӑвашла та вулаҫҫӗ. Пукравпа Татиана чиркӗвӗнче ҫак кӗлӗ йӗркине Антоний Ванюшкин иерей ирттерчӗ.

Аслӑ типпӗн пӗрремӗш эрни Чӑн тӗнӗн чаплӑ ҫӗнтерӗвӗн уявӗпе вӗҫленет. Ҫав кун, малтанхи ҫирӗп кунсенче чунпа тасалса, ӗненекенсен Туррӑн Ӳчӗпе Юнне ӑша илме тӑрӑшмалла. 

 


Роза Деменцова, Зинаида Паршагина