Тӳрӗ кӑмӑлпа халӑха пулӑшнӑшӑн сумлӑ стипенди тата асра юлакан экскурси

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов Красноармейски тӑрӑхӗнчи ҫамрӑк волонтерсене ҫапла парне турӗ. Хальхинче вӑл вӗсене  Шупашкарти Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗпе паллашу йӗркелерӗ.

Ҫак ҫамрӑксем кашни кунах тӗрлӗрен обществӑлла ӗҫре хастарлӑхпа палӑраҫҫӗ. Шкула кӑна ҫӳреҫҫӗ пулин те, йывӑрлӑхри ҫынна та пулӑшма вӑхӑт тупаҫҫӗ, ҫапӑҫу хирӗнчи салтаксене тӗрев памалли майсем шыраҫҫӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе аслисене явӑҫтараҫҫӗ.


Красноармейски тӑрӑхӗнчи ҫамрӑк волонтерсем лара-тӑма пӗлмесӗр культура пулӑмӗсене те илемлетме тӑрӑшаҫҫӗ, субботниксене тухаҫҫӗ. Вӗсен ырӑлӑхне шута илсе чӑваш тӗрри кунӗ умӗн Николай Угаслов депутат ҫамрӑксене ҫапла асра юлмалӑх парне тума шутларӗ. Музейра шкул ачисем Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттипе тата ытти илемлӗхпе паллашса ҫӗршыв историне, халӑхсен культурин пуянлӑхне ӑша хыврӗҫ.
Пысӑк савӑнӑҫ туйӑмӗпех Николай Федорович волонтерсене стипенди парса хавхалантарчӗ. Ҫак пулӑма вӑл унчченех ырӑ йӑлана кӗртнӗ. Ҫапла ҫамрӑксене савӑнтарса вӗсене халӑх пурнӑҫӗнче тата та хастартарах пулма хевте парать. Волонтерсен йышӗ вара ҫулран-ҫул ӳссех пырать. 


Алексей Енейкин