"Тылри паттӑрлӑх" регионсем хушшинчи марафон малалла пырать

Унӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ Ҫӗрпӳ хулинчи культура ҫуртӗнче иртрӗ. Чӑваш тата Тутар республикисен культура министерствисем йӗркеленӗ астӑвӑм акцийӗ ӳсекен ӑрӑва ҫӗршыв историйӗпе паллаштарма тивӗҫ.

Марафона хутшӑнакансене малтанах куҫса ҫӳрекен курав тыткӑнларӗ. Ӑна икӗ республикӑри истори тӗпчевҫисем хатӗрленӗ. Экспозицири сӑн ӳкерчӗксенче чӑн пурнӑҫри ҫынсен кун-ҫулӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр шӑпи. Хӗрарӑмсемпе ачасем, ватӑсем ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе тылра ырми-канми ӗҫленӗ. Вӗренекенсемпе ӑсчахсем "Паттӑрлӑх урокӗ" ирттерчӗҫ. Чӑваш патшалӑх истори архивӗн директорӗн ҫумӗ Федор Козлов республикӑра пурӑнакансем тӑшмана тӗп тӑвассине мӗнле тӳпе хывни пирки каласа кӑтартрӗ. Пухӑннисене Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансене халалласа Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ хатӗрленӗ программа тарӑн шухӑша ячӗ. Тутар патшалӑх хорӗ вара чӑваш юррипе сцена ҫине тухрӗ. Марафон малалла пырать. Тепӗр тӗл пулу Куславккара ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулӗ. 

Надежда Александрова, Виктор Степанов