Туслӑхпа тӑван ҫӗршыва мухтакан юрӑсем итлесе хӗпӗртерӗҫ

"Кӑвайт умӗнчи юрӑсем". Ҫакӑн пек ятпа Етӗрне хулинче пӗрремӗш хут патриотла фестиваль иртрӗ. Ӑна вырӑнти администраци пулӑшнипе Чӑваш Енри Афганистан вӑрҫин ветеранӗсен "Доблесть" пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ.

Юрӑ - халӑх чунӗ. Ун урлӑ эпир ҫӗршыв илемне туятпӑр, историне, терчӗпе-асапне, паттӑрлӑхне пӗлетпӗр. Чӗререн шӑранса тухакан юрӑ-кӗвӗ ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван халӑхӑн авалхи пуянлӑхне ӑша хывса йӑла-йӗркене хисеплеме вӗрентет. Хӑйсен историне манакансене вара тӑшмансем урӑх хаклӑхсене пӑхӑнтарма тытӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑксене усал юхӑмсенчен сыхласа чӑн-чӑн патриот пулса ӳстересси - аслисен тивӗҫӗ. Ҫакна тӗпе хурса "Доблесть" пӗрлешӳ тахҫанах ҫак юрӑ уявне ирттерме ӗмӗтленнӗ. Ӑна вӗсем паянхи ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене халаллаҫҫӗ. Салтаксене тепӗр чух ырӑ сӑмах ҫырса яни те пысӑк хавхалану панине палартаҫҫӗ ветерансем.

Патриотла ӗҫ-пуҫа тӗрлӗ вӑрҫӑ-харҫа хутшӑннӑ ветерансемпе шкул ачисем, кадетсем пухӑнчӗҫ. Вилнисене асӑнса, чӗррисен ячӗпе кунтах йывӑҫ лартрӗҫ. Пулни-иртнине аса илчӗҫ. Раҫҫей салтакӗ яланах тӗнчери лӑпкӑлӑха сыхланине палӑртрӗҫ. 

Ҫак сӑваплӑ сӑмахсем часрах пурнӑҫланччӑр тесен фронта халӑхран пӗр татӑлми пулӑшу кирлӗ. Ҫакӑн пек уҫӑ сывлӑшри пархатарлӑ уяв шӑпах пурне те пӗр шухӑшлӑ пулса ырӑ ӗҫре пӗрлештерме тивӗҫ. Кӑвайт тавра пухӑннӑ халӑх кӑмӑлтан туслӑхпа тӑван ҫӗршыва мухтакан юрӑсем итлесе хӗпӗртерӗҫ.

Сцена ҫине профессиллӗ юрӑҫсемпе пӗрлех вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗсем, шкул ачисем, ҫар ҫыннисемпе ҫӑлавҫӑсем тухрӗҫ. Патриотла ӗҫре тухӑҫлӑ тӑрӑшакан ветерансем, уйрӑмах ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ салтаксем сумлӑ наградӑсене тивӗҫрӗҫ. 

 

Алексей Енейкин, Виктор Чугаров