Чӑваш Ен - этнографи туризмне юратакансем валли илӗртӳллӗ регион. Пирӗн республикӑна килсен хӑнасем наци тӗррипе, халӑх инструменчӗсемпе, хӑйнеевӗрлӗ чӑваш культурипе паллашма пултараҫҫӗ. Ҫӗнӗ Ҫул тӗлне Шупашкара шӑпах ҫакна шута илсе илемлетнӗ. Урамсене сарӑ-хӗрлӗ тӗссене тӗп хурса капӑрлатнӑ. Шупашарпа Хӗрлӗ тӳремрен паллашма пуҫламалла. Кунта йӑлана кӗне йӗркепе тухья вырнаҫтарнӑ. Кӑҫал ун ҫумӗнче 2 арка та пур. Ҫӗнӗлӗхсенчен - "Чебоксары" карапа ҫутӑсемпе илемлетни. Вӑл каҫхине уйрӑмах капӑр курӑнать. Чӑваш наци музейӗнче вара тӗрленӗ Раҫҫей картине курма пулать.
Наци музейӗнче Сурхури йӑли-йӗркине аса илтереҫҫӗ. Кунта шкул ачисене те, студентсене те йышӑнаҫҫӗ. Вӑйӑсем выляттараҫҫӗ, юмӑҫ яраҫҫӗ.
Чӑваш академи драма театрӗнче Хӗл Мучи резиденцийӗ уҫӑлнӑ. Унта кашниех пулса курма пултарать. Евгений Урдюков артист сӑнара кӑмӑлласа калӑплать. Ачасем ӑна ӗненеҫҫӗ.
Конькипе ярӑнма юратакансене валли Чӑваш Енри пысӑк каток та хатӗрленӗ. Унӑн лаптӑкӗ 6 пин тӑваткал метра яхӑн. Вӑл "Амазони" паркра вырнаҫнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах хула ҫыннисем Хӗл Мучирен мӗнле парне кӗтеҫҫӗ? Чи пӗлтерӗшли, ҫынсене хаклӑ пурлӑх мар, тӑнӑҫ пурнӑҫ пулни кирлӗ.
Надежда Александрова, Виктор Степанов, Светослав Петров