Тӗп юсав тумалли вӑхӑта унталла-кунталла куҫарнӑ вӑхӑтра ҫурт тӑрри йӑтӑнса анма пултарать

Сӑмах тӗп хулари Ленин проспектӗнчи 21-мӗш пӳрт пирки пырать.

Тӗп хула варринчи ҫуртра пурӑнакансем ҫивиттине юсас ыйтӑва темиҫе ҫул каяллах ҫӗкленӗ. Унтанпа таврари пӳртсен тӑррисене те ҫӗнетнӗ ӗнтӗ,  кунта вара лав вырӑнтан та тапранман. Ҫӳлти хутри 60-мӗш хваттерте пурӑнакан Светлана  Марусина маччаран шыв аннипе нушаланать. Ҫакна сарӑхса ларнӑ йӗрсем ҫирӗплетеҫҫӗ, стенасем те кӑмпӑсланнӑ. Йӗпе-сапа вӑхӑтне вӑл кашнинчех шикленсе кӗтет. Нӳрӗ тӑнипе мачча хӑмисем авӑнсах ларнӑ.  Чи хӑрушши - пӑрӑссем те йывӑҫран. Ҫавӑнпа ҫынсем мачча ишӗлсе анасран хӑраҫҫӗ.

 

Леонид Петров, Никита Углев.