Темиҫе кунлӑха отпуска килнӗ салтаксене ятарлӑ ҫар операцине ӑсатрӗҫ

Раҫҫей президенчӗн хушӑвӗпе салтаксене кашни ҫур ҫулта икӗ эрнелӗхе отпуска яраҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене ҫемйисемпе тата тус-юлташӗсемпе тӗл пулса кӑштах та пулин канма, вӑй хушма пулӑшать. Чӑваш Енре нумай пулмасть канӑва килнӗ ҫар ҫыннисен черетлӗ ушкӑнне фронта ӑсатрӗҫ.

10 кун ҫывӑх тӑванӗсемпе юнашар пулнӑ хыҫҫӑн ҫак салтаксемшӗн каллех уйрӑлу вӑхӑчӗ ҫитрӗ. Ҫӗршыв умӗнчи яваплӑ тивӗҫе малалла пурнӑҫламалла. Хӳтӗлевҫӗсене инҫе ҫула ӑсатмашкӑн ир-ирех ҫар комиссариачӗ умне вӗсен ҫемйисем, тус-тантӑшӗсем пухӑнчӗҫ.

Салтаксем хӑйсем те пысӑк шанӑҫпа, часрах ҫӗнтерӳпе таврӑнас ӗмӗтпе ҫула тухаҫҫӗ. Ҫемье ӑшшине нимпе те улӑштараймӑн.

Хӑйсем ӑҫта лекессине вӗсем, паллах, никамран ытла ӑнланаҫҫӗ. Ҫавах та, кӑмӑл-туйӑмне ытлашши палӑртса ҫывӑх ҫыннисене пӑшӑрхантарас темеҫҫӗ. Ҫапла, салтаксем Республикӑри кашни военкоматранах ҫула тухрӗҫ. Шупашкартан кӑна 3 автобус тапранчӗ.

Ҫак салтаксем кӗҫех фронтри ытти юлташӗсене улӑштарӗҫ. Вӗсене те тӑван тӑрӑхра чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ҫар операцийӗ часрах ҫӗнтерӳпе вӗҫленсен пурте чун-чӗререн хӗпӗртенӗ пулӗччӗҫ. 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров