Правительство Пуҫлӑхӗ малтанах тӑвайсен ҫитӗнӗвӗсене сӑнлакан куравпа паллашрӗ. Тӗп вырӑнта, паллах, ял хуҫалӑх тытӑмӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсем туса илнӗ тавар калӑпӑшӗ 9 процент ӳснӗ, 2 миллиард та 400 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Пӗлтӗр 30 хуҫалӑх 90 миллион тенкӗлӗх патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫнӗ.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшассипе те тӑрӑшаҫҫӗ тӑвайсем: окоп ҫуртисем хатӗрлеҫҫӗ, хӳтлӗх каррисем ҫыхаҫҫӗ. Ҫак ӗҫре ятарлӑ станок ҫӑмӑллӑх кӳрет. Унпа пусмана хӑюсем ҫине касма меллӗ.
Тӑвайсен социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Олег Ломоносов пӗтӗмлетрӗ. Уйрӑммӑн илсен, сывлӑх сыхлавӗнчи кӑтартусем аван. Иртнӗ ҫул Тӑвайри поликлиникӑна 47 миллион тенкӗлӗх тӗпрен юсанӑ, ҫавӑн пекех Енӗш Нӑрвашри амбулаторине ҫӗнетнӗ. Кадр ыйтӑвне татса парассипе те ӗҫлеҫҫӗ. Специалистсем больницӑсене "Земство тухтӑрӗ" тата "Земство фельдшерӗ" программӑсемпе вырнаҫаҫҫӗ. Икӗ тухтӑра ятарлӑ ҫурт-йӗр фондӗнчен хваттерпе тивӗҫтернӗ. Культура тытӑмӗнче те ырӑ улшӑнусем пур. Тӑвайри тӗп библиотекӑна ҫӗнетнӗ, куҫса ҫӳрекен клуб туяннӑ, Тӗмерте вара Культура ҫуртне юсассинче пӗлтерӗшлӗ тапхӑра вӗҫленӗ. "Ниме - халӑх бюджечӗ" программӑпа та хастар усӑ кураҫҫӗ. Икӗ ҫулта 200 ытла проект пурнӑҫа кӗртнӗ тӑвайсем. Кӑҫал округра 140 миллион тенкӗлӗх 90 объект хута яма палӑртнӑ. Ытларахӑшӗ ҫулсем сарассипе тата юсассипе, урамри ҫутӑ тытӑмне ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ.
Унсӑр пуҫне калӑпӑшлӑ 65 проект пӑхса хунӑ. Вӑл шутра Вӑрманхӗрри ялӗнче тата Тӑвайра шывпа тивӗҫтермелли ҫӗнӗ тытӑм тата таса мар шыва пуҫтармалли станци тӑвасси.
Диана Сафонова, Сергей Емельянов