Тӑватӑ ураллӑ тусӗсемпе пӗрле ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ

Республикӑра кӑна мар, ун тулашӗнче иртекен тупӑшусенче те ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. Сӑмах йытта кӳлсе ӑмӑртакан ачасем пирки пырать. Икӗ ҫул каялла вӗсем "Лесная братва" ушкӑна пӗрлешнӗ. Ӑсталӑхне туптама ҫамрӑксене Анастасия Самохина спортсмен пулӑшать. 

- Ачасен командин тренерӗ пулатӑп тесе шутламан, ӑнсӑртран ҫапла килсе тухрӗ, - тет Анастасия Самохина. Малтан вӑл пӗр хӗр ачана Мари Республикинчи йытӑ кӳлсе ӑмӑртакансен лагерьне чӗннӗ, унтан ҫак спорт тӗсӗпе кӑсӑкланакансем тата тупӑннӑ. Ҫапла майпа "Лесная братва" ушкӑн чӑмӑртаннӑ. Анастасиян ӑсталӑхӗ пысӑк. Халӗ вӑл ачапа ларать, ҫавӑнпа ӑмӑртусене хутшӑнмасть. Ҫамрӑксене вара хаваспах хӑй мӗн пӗлнине вӗрентет. Ачасем тренировкӑсене сиктермеҫҫӗ, дисциплинӑна пӑхӑнаҫҫӗ. Ҫитӗнӳсем те пур. Хальччен Чӗмпӗр, Зеленодольск, Ижевск хулисенче иртнӗ ӑмӑртусенче малти вырӑнсене йышӑннӑ.

12 ҫулти Александра Дудкина йытта кӳлсе ӑмӑртмалли спортпа мӗн пӗчӗкрен туслӑ. Хӗр ачан ашшӗ-амӑшӗ ҫак енӗпе аталанать. Саша вӗсенчен тӗслӗх илнӗ те. Дудкинсен ҫемйинче 23 йытӑ, ытларахӑшӗ - хаски. Кашниех - шанчӑклӑ та ӗҫчен. Хаски йытӑ ахаль ларма юратмасть, кашни кун тренировка ирттермелле, кунне 20 ҫухрӑмран кая мар чупмалла.

Маргарита Сергееван Настя хӗрӗ тренировкӑсене Бим ятлӑ йыттипе ҫӳрет. Тӑватӑ ураллӑ тусӗ ӑмӑртусенче хӑйне лайӑх енчен кӑтартнӑ - малти вырӑнсене йышӑннӑ. 

Звениговӑран Шупашкара вӗренме килнӗ Арина Этигановӑна та йытӑ кӳлсе ҫунапа ӑмӑртасси кӑсӑклантарса янӑ. Иртнӗ ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен вӑл "Лесная братва" ушкӑнра тӑрать. - Ҫак спорт мана хӗрӳлӗхӗпе тыткӑнлать, - тет Арина. Пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах вӑл Хатико йыттипе тренировкӑна васкать. Тусӗ унӑн ачаш - алла хӑнӑхнӑ, старта тухсан вара ҫирӗплӗхӗпе тӗлӗнтерет. 

Шел пулин те, пирӗн республикӑра йытӑ кӳлсе ӑмӑртассипе ӗҫлекен спорт федерацийӗ ҫук, Мари Элта - пур. Ҫавна май Чӑваш Ен команди унта шутланса тӑрать. Енчен те Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче тупӑшусене хутшӑнас пулсан, вӑл кӳршӗ республикин чысне хӳтӗлӗ. 

Тӗрӗссипе, "Лесная братва" ачисемпе ашшӗ-амӑшӗн хавхаланӑвӗ ҫинче тытӑнса тӑрать. Хӑйсене республика шайӗнче те асӑрхасса шанаҫҫӗ вӗсем. Тренировкӑсене вара юр ирӗлсе пӗтсен те ирттерӗҫ. Ҫунана велосипедпа тата самокатпа улӑштарӗҫ. 

Надежда Александрова, Наталья Егорова, Святослав Петров