Тӑван чӗлхе аталанӑвне тӳпе хывнисен ҫуралнӑ ҫӗрӗнче

Чӑваш ҫырулӑхне йӗркелес ӗҫре тарӑн йӗр хӑварнӑ Ермей Рожанские халалласа палӑк уҫрӗҫ, Валериан Толстов-Атнарский ячӗпе хисепленекен "Ҫын тата ҫут ҫанталӑк" музейри куравпа паллашрӗҫ. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗ сумлӑ хӑнасене йышӑнчӗ. Тӑван чӗлхе, культура аталанӑвне тӳпе хывнисен ҫуралнӑ ҫӗрӗнче Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева пулса курчӗ. 

Ермей Рожанский 1741-мӗш ҫулта ҫуралнӑ, 5 тултариччен Пантьӑкра пурӑнса чӑваш чӗлхине тӑрӑшсах ӑша хывнӑ. Чулхулари тӗн семинарийӗнче пӗлӳ илнӗскер Кӑрмӑш тата Етӗрне уесӗсенчи халӑх ыйтнипе чӑваш прихучӗсенче православи миссионерӗ пулнӑ. Ермей Иванович - чӑвашсен пӗрремӗш грамматикине йӗркелекенӗ. Вӑл Питӗрте 1800-мӗш ҫулта уйрӑм кӗнекепе пичетленсе тухнӑ катехизиса тӑван чӗлхене куҫарнӑ. Палӑка уҫнӑ хыҫҫӑн Максим Зарубин протоиерей ӑна ҫветтить турӗ. Монумент авторӗ Эдгар Филиппов ӗҫе пикениччен Ермей Рожанскийӗн сӑн укерчӗкӗсене тишкернӗ, ун ҫинчен ҫырнӑ материалсене тупса вуланӑ. Ун сӑнарӗ урлӑ тӗн ҫыннине кӑтартассине мала хунӑ. Палӑка Хӗрлӗ Чутайӑн историллӗ вырӑнӗнче, музей ҫывӑхӗнчи пӗве тӗлӗнче вырнаҫтарнӑ. Хӑнасемшӗн кунти тавра пӗлӳ музейӗн алӑкӗ те ялан уҫӑ. 1898-мӗш ҫулта хӑпартнӑ ҫурт эклетика меслечӗпе тунипе уйрӑлса тӑрса илӗртет. Ку вырӑн Чӑваш Енри вӗрентӳ ӗҫӗ аталанӑвӗпе тата Михаил Таланцев меценат ячӗпе ҫыхӑнса тӑрать. Кунта прихут училищи те, учитель семинарийӗ те, техникум, шкул, Пионерсен ҫурчӗ те пулнӑ. 1979-мӗшӗнчен музей историйӗ ҫырӑнма пуҫланӑ. 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче ҫӗкленӗ икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурт регион шайӗнчи культура эткерлӗхӗн палӑкӗ шутланать. Пӗлтӗрӗшлӗ кун ҫак вырӑнта Чӑваш халӑх художникӗн Анатолий Даниловӑн ӳнер галерейи уҫӑлчӗ. Ӑна 26 ҫул каяллах пухса хатӗрленӗ. Истори пӗлтӗрӗшлӗ ҫуртра ӑна ҫӗнӗрен халӑх умне кӑларма май килни - пысӑк савӑнӑҫ. Уҫӑлнӑ кунах курма килекенсем галереяпа паллашма васкарӗҫ. 

Пӗрремӗш хутра Хусанушкӑнь ӑстин Валентин Харитоновӑн хӑва хуллинчен тунӑ ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Тепӗр зала тӗрӗрен пуҫласа гипс, супӑнь сувенирсем таран йышӑннӑ. Сӑмах май, ҫурта ҫӗнетме республика хыснинчен 40 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Маҫтӑрсем кунти хаклӑх пахалӑхне ҫухатмасӑр упраса хӑварма пултарнӑ. Ҫурт тӑррине улӑштарнӑ, шыв, ӑшӑ тытӑмне ҫӗнетнӗ. Таврашне "Ниме - халӑх бюджечӗ" программӑпа 3 миллион тенкӗ ытла укҫа хывса хӑтлӑх кӳнӗ. Алла Салаева авалтан юлнӑ тупрана килес ӑрусем валли упрассипе ӗҫленине пысӑк хак пачӗ. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов