Ҫӗмӗрлери ҫар комиссариачӗ умне хурлӑхлӑ, ҫав вӑхӑтрах кӑмӑлсене ҫемҫетсе шанӑҫ паракан сӑваплӑ пулӑм халӑха пухрӗ. Ҫакӑнтан 1942-мӗш ҫулта вӑрҫа тухса кайнӑ салтак 83 ҫул иртсен каялла - хулари ҫар комиссариачӗ умнех таврӑнчӗ. Гурий Дементьев 1924-мӗш ҫулта Горький облаҫӗнче ҫуралнӑ. Ачаллах ашшӗ-амӑшпе пӗрле Чӑваш Ене куҫса килнӗ. Ҫемье Ҫӗмӗрле ҫывӑхӗнчи Мӑн Улхаш ялӗнче тӗпленнӗ. Унтанах салтак вӑрҫа тухса кайнӑ.
Гурий Филиппович фронтра 262-мӗш стрелоксен дивизийӗнчи 788-мӗш артиллери полкӗнче ҫапӑҫнӑ. Оруди батарейин наводчикӗ пулнӑ. Малтанах салтак Смоленск патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Унтан Беларуҫе куҫнӑ. "Багратион" операци вӑхӑтӗнче Витебск таврашӗнчи фашистсене тӗп туса ҫар Литва енне талпӑннӑ. 1945-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче дивизи Хӗвелтухӑҫ Пруссине кӗрсе Кёнигсберга, хальхи Калининград хулине хӳтӗлеме пуҫланӑ. Ҫапла, нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи хӗрӳ ҫапӑҫура Дементьев ефрейтор паттӑрлӑх кӑтартса пуҫ хунӑ.
Дементьев салтакӑн шӑмми-шаккине 2017-мӗш ҫултах Калининградри "Совесть" шырав ушкӑнӗн хастарӗсем тупнӑ. Анчах та тӗрлӗ сӑлтава пула ӑна паян кунччен пытарма май килмен. 8 ҫул каялла Мӑн Улхашра Гурий Филипповича ас тӑвакансем те пулнӑ. Халӗ вара ку тӑрӑхра унӑн тӑванӗсем те юлман. Ҫавӑнпа салтакӑн сӑнӳкерчӗкӗ те ҫук. Кирек епле пулсан та, ҫӗмӗрлесем хӗрлӗармеец ячӗпе чиркӳре вилнӗ ҫынна кӗлтуса пытармалли йӗркепе панихида ирттерчӗҫ.
Тӑван ялӗнче тӑванӗсем юлманран Гурий Дементьева Ҫӗмӗрлери ҫӗнӗ масарти хисеплӗ ретре - ҫар операцийӗн салтакӗсемпе юнашар пытарчӗҫ.
Алексей Енейкин