Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем чӑваш халӑхӗн илемлӗ ҫипуҫӗпе асра юлӗҫ

Ҫак тӗллевпе Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи "Хастар" ушкӑнпа культура институчӗ тата республикӑри ветерансен союзӗ пуҫарнӑ акци малалла пырать. Хальхинче хастарсем Етӗрнере пурӑнакан Иван Ермолаев вӑрҫӑ ветеранӗ патне ҫитрӗҫ.

Иван Васильевич кӑҫал 106 ҫул тултарчӗ. Халӗ вӑл Чӑваш Енри чи ватӑ ҫын шутланать. Ҫав вӑхӑтрах вӑрҫӑ ветеранӗн тӑван халӑх ҫипуҫӗпе ӳкереннӗ сӑнӳкерчӗксем ҫукпа пӗрех темелле. Ҫавӑнпа та хисеплӗ ватӑ пирӗн шухӑша ырласа йышӑнчӗ. Хӑй кӑна мар, хӗрӗпе тата мӑнукӗпе пӗрле кӑмӑлтан сӑнӳкерӗнме ларчӗ. Фотосессие хутшӑнакансене Раиса Васильева халӑх ӑсти хӑйӗн коллекцийӗнче упранакан тӗрленӗ тумпа тивӗҫтерчӗ. Культура институтӗнчи кафедра ертӳҫи халӑх ҫипуҫӗн йӗрки-майне лайӑх пӗлет. Иван Ермолаев вара хӑй ҫамрӑк чух ял-йыш яланах ҫапла чӑвашла тӑхӑнса ҫӳренине калать. Тӗрленӗ паха ҫипуҫсӑр пӗр уяв та иртмен.

107-мӗш ҫулпа пыракан ветеран патриотла воспитани ӗҫӗнче те хӑйӗн уссине лайӑх ӑнланать. Ҫав шутпах вӑл Раҫҫейри ветерансен Союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн пайташӗ пулма кӑмӑл турӗ.

Ятарлӑ акцире тунӑ сӑнӳкерчӗксем вара историре юлнипе пӗрлех хула урамӗсене те илем кӳреҫҫӗ. Сӑмахран, Шупашкарта пурӑнакан 102 ҫулти Анна Иванова ветеранӑн пысӑклатнӑ сӑнӳкерчӗкне халӗ те Чӑваш наци конгресӗ умӗнче курма пулать. Ҫавӑн пекех хальхи ҫар операцийӗпе ҫыхӑнтарса ҫӗнтерӗве ҫывхартма чӗнекен лозунглӑ плаката транстпорт чарӑнӑвӗсенче те вырнаҫтарнӑччӗ. Ҫӗнӗ сӑнӳкерчӗксем те халӑх умӗнче тивӗҫлӗ вырӑнта пуласса шанатпӑр. 

Алексей Енейкин