"Шик арӑмсем" пултарулӑх клубне ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсен амӑшӗсемпе мӑшӑрӗсем ҫӳреҫҫӗ. Кунта вӗсем чуна лӑплантаракан ал ӗҫӗ тӑваҫҫӗ, пӗр-пӗринпе калаҫаҫҫӗ, юрӑсем шӑрантараҫҫӗ. Ольга Дубинина - Элӗк тӑрӑхӗнчен. Шупашкара тӗл пулусене яланах хавхаланса килетӗп, тет.
"Шик арӑмсем" клуба ҫӳрени хӗрарӑмсен чун ыратӑвне ҫемҫетме пулӑшать, малалла пурӑнма вӑй парать. Галина Новикова Комсомольски тӑрӑхӗнчен. Кӑҫал пуш уйӑхӗнче "Шик арӑмсем" ушкӑн йӗркеленсен вӑл унта ҫӳреме пуҫланӑ. Пултаруллӑ коллектив Пушкӑртра иртнӗ "Раҫҫей хӗрарӑмӗн чӗри" фестивале те хутшӑннӑ. Сцена ҫине вӑл "Письмо матери к сыну" номерпе тухнӑ. - Репертуара пуянлатсах пыратпӑр, тет Галина Новикова.
"Защитники Отечества" патшалӑх фондӗнче ҫар операцине хутшӑнакансен амӑшӗсемпе мӑшӑрӗсен ӗҫӗсен куравне те йӗркеленӗ. Унта тӗрлӗ ял-хулара пурӑнакан 15 хӗрарӑмӑн пултарулӑхӗпе паллашма пулать. Клуб ларӑвне пухӑннисем валли арт-терапи сехетне те ирттерчӗҫ. Лӑпкӑлӑх туйӑмӗ, ӑшӑлӑх парнелекен ӗҫ - пирӗшти ӳкерсе илемлетме сӗнчӗҫ вӗсене. Хӗрарӑмсен ыйтӑвӗсене психолог та хуравларӗ, сӗнӳ-канашпа пулӑшрӗ. Ӳкерни, юрлани тата пӗр-пӗрне йӑпатни пысӑк ҫухатӑва чӑтса ирттерме вӑй-хӑват парать.
Алёна Артёмкина, Виктория Логунова, Вадим Владимиров.








