Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗлне - паттӑрлӑх урокӗ

Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсен "Сыны Отечества" пӗрлешӗвӗн хастарӗсем Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Мӑн Явӑш шкулне ҫитсе килчӗҫ. 

Мӑн Явӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул Федор Ашмаров Совет Союзӗн геройӗ ячӗпе хисепленет. Сӑмах май, Вӑрнар тӑрӑхӗнче вӑрҫӑ паттӑрӗ ячӗпе урӑх шкул ҫук. Сумлӑ ята кунта яланах хисепре тытаҫҫӗ. Икӗ ҫул каялла пӗлӳ ҫуртӗнче герой партти уҫнӑччӗ. Унтанпа тӑванлӑх туйӑмӗпе тулса пыракан кадет юхӑмӗ шкулта вӑйланса ҫеҫ пырать.

Ачасем кӗҫӗн классенчен пуҫласа аслисем таранччен чӑн-чӑн ҫар ҫынни пулма хатӗррине кӑтартса ӳсеҫҫӗ. Хӑйсен пуларулӑхне вӗсем стройпа юрӑ уявӗнче кӑтартрӗҫ. Ҫамрӑк армеецсен ӑсталӑхне сумлӑ офицерсем хакларӗҫ. 

Офицерсем шкул ачисене тав хучӗсемпе тата парнесемпе хавхалантарчӗҫ. Уйрӑм классем ҫине пайланса паттӑрлӑх урокӗсем ирттерчӗҫ. Ансат чӗлхепе чи кирлӗ ыйтусене хускатрӗҫ. 

Алексей Енейкин