Спортпа туслашма пурин те пӗр пек майсем пулмалла

Республикӑри спорт объекчӗсенче сывлӑх енчен хавшак ҫынсем валли мӗнле условисем йӗркеленипе Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн хастарӗсем паллашрӗҫ. 

Тӗрӗслекенсем малтанах Ҫӗнӗ Шупашкарти Олимп резервӗн 3-мӗш спорт шкулне ҫитрӗҫ. Пӗлтӗр кунта анлӑ реконструкци вӗҫленнӗ. Сусӑрсем валли йӗркеленӗ майсемпе учреждени ертӳҫи Эльвира Ремизова тӗплӗн паллаштарчӗ. Ҫурта кӗнӗ ҫӗрте те, шалта та кӳмепе хӑпарса анмалли хатӗрсем вырнаҫтарнӑ, лифтсем ӗҫлеҫҫӗ. Фойере хӑрушлӑх сиксе тухни пирки пӗлтерекен ятарлӑ табло пур. Куҫ курманнисем Брайль таблицисемпе тата ятарлӑ паллӑсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Хӑна ҫуртӗнчи пӳлӗмсенче те сусӑрсем валли условисем ҫителӗклӗ. Ырӑ улшӑнусемпе Раҫҫей Кубокне хутшӑнакан 300 ытла спортсмен паллашма ӗлкӗрнӗ те. 

Регионти хоккей центрӗнче вара ӳт-пӳ тата ӑс-тӑн енчен хавшаккисем валли следж-хоккей секцийӗ ӗҫлет. Ушкӑн "Атӑл" ятлӑ. Унти 15 спортсменран чи кӗҫӗнни - 7 ҫулта. Мила Чурбанован 12 ҫулти Демид ывӑлӗ - ушкӑн капитанӗ. Арҫын ача ку спорт енӗпе 8 ҫул ӑсталӑхне туптать. Хоккей уншӑн пӗтӗм пурнӑҫ пулса тӑнӑ. 

Ушкӑнри ачасем следж-хоккейпа хатӗрленсе сывлӑхне ҫирӗплетнисӗр пуҫне ытти хуласене тухса ҫӳреҫҫӗ, ҫӗнӗ ҫынсемпе паллашаҫҫӗ, аталанаҫҫӗ. Командӑна ыттисене те йышӑнма хатӗр. Вӑл шутра хӗр ачасене те кӗтеҫҫӗ. 

Республикӑри спорт объекчӗсем хушшинче нумай пулмасть уҫӑлнисен йышӑнче - "Атӑл" спорт комплексӗ. Кунта сывлӑх енчен хавшак ачасемпе ҫитӗннисем 3 спорт енӗпе хатӗрленеҫҫӗ: бочча, гимнастика тата ишесси. Хастарсемпе республикӑн спорт министрӗ Василий Петров тӗл пулчӗ. Вӗсене вӑл йывӑрлӑхсене парӑнтарса, пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунчӗ. 

Сусӑрсене спорта явӑҫтарасси - "Раҫҫей спорчӗ" патшалӑх программин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. Юлашки ҫулсенче регионта хӑлха илтмен, куҫ курман, ӑс-тӑн тата хускану енчен хавшак ҫынсем валли спорт тӗсӗсене аталантараҫҫӗ. Паянхи куна пурӗ 250 ҫын ӑсталӑхне туптать. 

Оксана Верликова, Денис Афанасьев