Совет ҫарӗн Германири ушкӑнне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитрӗ

Вӗсем тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗ хыҫҫӑн фашизма тепӗр хут пуҫ ҫӗклеме парас мар тесе ҫур ӗмӗре яхӑн аякри патшалӑхра хӗсметре тӑнӑ. Совет ҫарӗн Германири ушкӑнне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитрӗ. Ҫак куна халалласа Ҫӗнтерӳ паркӗнче митинг иртрӗ.

Совет ҫарӗн Германири ушкӑнӗнче пулнӑ салтаксен йышӗ те майпен-майпен сайралсах пырать. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнах унта юлнисем паянхи куна пиртен уйрӑлса кайрӗҫ тесен те юрать. Ҫавах та тӗрлӗ ӳсӗмри салтаксен ушкӑнӗ тӗреклӗ-ха. Уяв кунӗсенче вӗсем пӗр-пӗринпе тӗл пулсах тӑраҫҫӗ. Пулни-иртнине аса илсе тӑван ҫӗршывпа хӗпӗртеҫҫӗ.

Ҫапла, вӑрҫӑ хыҫҫӑн та Совет союзӗн салтакӗсем ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа Германири лару-тӑрӑва асӑрхаса тӑнӑ. Ҫӗршыври 777 ытла хулара, ҫавӑн пекех, Венгрипе Чехословакире, Польшӑра хӗсметре тӑнӑ.

Германири Совет ҫарне ҫӗршыва парӑннӑ ӑслӑ-тӑнлӑ салтаксене ҫеҫ илнӗ. Чӑваш Енрен ҫак йыша 108 пин ытла салтак кӗме тивӗҫ пулнӑ. Ҫӗршывӗпе илсен вара, вӗсен йышӗ 8 миллион та 500 пин ҫынпа танлашнӑ. Вӗсенчен 27 пинӗ Германирех ӗмӗрхи канлӗхне тупнӑ. Ҫапла майпа салтаксем ют патшалӑхсенчи тӗрлӗрен пӑтӑрмаха сирсе 49 ҫул хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланӑ. 1994-мӗш ҫулта совет салтакӗсене Германирен кӑларма йышӑннӑ.

Аслӑ ӳсӗме куҫса пыракан салаксем халӗ те тӗрлӗ ӗҫре хастар. Патриотла ӗҫ-пуҫа хутшӑннипе пӗрлех хӑйсен ҫарти пурнӑҫне аса илсе ветерансем кӗнекесем те кӑлараҫҫӗ.

Германири Совет ҫарӗн ветеранӗсен Чӑваш Енри уйрӑмӗнче халӗ 1700 ытла ҫын. Салтаксем тӗрлӗ ял-хулари 22 ушкӑна пайланса ӗҫлеҫҫӗ. Уяв кунӗ хастарсем тав хучӗсемпе тӗрлӗрен наградӑна, Германири Совет ҫарне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ медале тивӗҫрӗҫ. Алексей Енейкин