Совет ҫарӗ фашистла Германие ҫапса аркатнӑранпа 76 ҫул ҫитрӗ

Чӑваш Ен ҫак куна тивӗҫлӗ шайра паллӑ турӗ.

Ҫӗнтерӳ кунӗ яланах пирӗн ҫутӑ пуласлӑхшӑн тӑшмана тӗп туса пуҫ хунӑ салтаксене асӑннинчен пуҫланчӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Чӑваш енрен 208 пин ҫын тухса кайнӑ. Ҫурри таврӑнман. Сывӑ килнисем те халӗ шутлӑ кӑна юлнӑ. Ҫӗнтерӳ монуменчӗ умӗнчи сӳнми ҫулӑм патне Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекенсемпе ҫар ҫыннисем тата уява пухӑннӑ халӑх чечексем хучӗҫ. 

Парад вара кӑҫал пуҫласа Республика тӳремӗнче иртрӗ. Унта ҫар ветеранӗсемпе йӗрке хуралӗнче тимлекенсем, кадетсем, Раҫҫей гвардийӗн оркестрӗ хутшӑнчӗ. Ҫавах та, Аслӑ уяв кӑҫал та ветерансемсӗр иртрӗ. 

 

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов, Евгений Романов