Калӑпӑшлӑ машинӑн историйӗ пуянни тӳрех палӑрать. Службӑра вӑл 1981-мӗш ҫултанпа пулнӑ. Хӑйӗн кун-ҫулӗнче темӗн те курнӑ. Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсене пӗрре мар пулӑшнӑ. 20 тонна таякан тимӗр ут гусеницӑллӑ машинсенчен кая мар. Ҫул хывакан техника 25 сантиметр хулӑнӑш вулӑллӑ йывӑҫсене касма, тункатасене кӑклама, купасене пуҫтарма пултарать. Унӑн тӗп тивӗҫӗ - ытти транспорт кӗреймен тӗлте ҫӳресси. 2010-мӗш ҫулти пушарсене те чӑтӑмлӑн тӳссе ирттернӗ вӑл. Тепӗр паха уйрӑмлӑхӗ - малалла та, хыҫалалла та пӗрешкел хӑвӑртлӑхпа ҫӳреме пултарни. Рульне хывса вырӑнтан вырӑна куҫарма пулать. Музея илсе ҫитерме ҫӑмӑл пулман ӑна. Тӗллеве пурнӑҫлама трал тата автокран пулӑшнӑ.
Кӑҫал трактор музейӗ 16 ҫул тултарать. Паянхи куна экспозицире 62 тӗрлӗ техника. Кашнин хӑйӗн историйӗ. Музей хӑй те фестивальсене тухсах ҫӳрет. Черетлӗ ҫулҫӳрев - Ставрополь тӑрӑхне. Минеральные Воды хулара 13-мӗш хут сухаҫӑсен чемпионачӗ иртет. Пирӗн тракторсем те унта хутшӑнаҫҫӗ. 21 трактора илсе ҫитерме темиҫе йывӑр тиевлӗ машин кирлӗ. Ҫавӑн пекех акмалли, тыр вырмалли хатӗрсене те илсе каймалла.
Паянтан ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшчен музей ӗҫлемест. Курма килекенсене музейра 19-мӗшӗнчен кӗтеҫҫӗ.
Алиса Александрова, Наталия Егорова, Денис Афанасьев








