Шупашкарти пӗлӳ ҫурчӗсем тупӑшса Ҫӗнӗ ҫул уявӗ тӗлне капӑрланаҫҫӗ

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, хӗллехи асамлӑ уяв умӗн шкулсемпе ача сачӗсем хушшинче "Тӗп хула Ҫӗнӗ Ҫул ҫутинче" конкурс ирттереҫҫӗ. Педагогсемпе, ачасемпе пӗрле унта ашшӗ-амӑшӗ те хавхалансах хутшӑнать. Шупашкар администрацийӗ сӗннӗ кӑҫалхи тема - чӑвашлӑх паллисене тӗпе хуни. 45-мӗш шкул ӑмӑрту хаклавне мӗнле ӗҫсем тӑратнине пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ кайса курчӗ. 

Вӗренӳ учрежденийӗсем хӗллехи пӗрремӗш уйӑх пуҫлансанах ӗҫе пикеннӗ. Шкулсемпе ача сачӗсене Ҫӗнӗ Ҫул сӗмӗ кӳме 10 кун уйӑрнӑ. Паянхи кунччен конкурс комиссийӗ пӗтӗмлетӳ сӑн ӳкерчӗкӗсене йышӑннӑ.

Шкул шайӗнче те, классем хушшинче, яланхилле конкурс иртнӗ. Пӗлӳ ҫурчӗ тулашӗнчен те, шалтан та юмах керменне ҫаврӑннӑ. Коридорта пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫуртсем ҫӗкленме пуҫланӑ. Камӑн йывӑҫран, хӑшӗн картонран, теприн чӑрӑш лӑссисенчен. 

Чӑваш кил-ҫуртне те тӑрӑшса хатӗрлени палӑрать. Тӑван халӑх эрешӗсем, ҫи-пуҫӗ, савӑт-сапи хамӑрла йӗркеленӗ кӗтесе татах та илем кӳреҫҫӗ. Ӳкерчӗксен куравӗнче те Ҫӗнӗ Ҫул сӑнарӗсем чӑвашла капӑрланнӑ. 2026-мӗш ҫул паллине - Ҫулӑмлӑ Хӗрлӗ лашана та кашни экспозицрех курма пулать. Хӑшне-пӗрне ачасем ӗҫ урокӗнче ӑсталанӑ, ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе тӗрлӗ материалтан тунӑ урхамахсем те пур.

Сӑн ӳкерӗнме кӑмӑллакансем валли хитре фотолапамсем пур. Унтан тӑхтав вӑхӑтӗнче ачасем уйрӑлма пӗлмеҫҫӗ. Пурӗ конкурс ӗҫӗсене 4 енлӗн хаклаҫҫӗ. Ку вӑл "Ҫутӑсен симфонийӗ", "Ҫӗнӗ Ҫул историйӗ", "Хӗллехи хавхалану" тата ача сачӗсенчи музыка пӳлӗмне еплерех илемлетнине хак памалли "Хӗл Мучи патшалӑхӗ" номианци. Ҫӗнтерӳҫӗсене паха парнесемпе чыслаҫҫӗ.

Алиса Александрова, Виктория Логунова, Вадим Владимиров